Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ФЕДОР ПАВЛОВĂН ТĔРЛĔ ЕНЛĔ ТАЛАНТНЕ УÇРĂМĂР

15:50 26 октября 2017 г.

Федор Павлович Павлов – чăваш халăх культури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çыравçă. Вăл пултаруллă драматург, прозаик, поэт лирик, ăста композитор пулнă. Унăн «Сутра» комедийĕпе «Ялта» драми пирĕн литературăра чи паллă вырăнта тăраççĕ. Федор Павлов тивĕçлипех чăваш драматургийĕпе музыка культурин никĕсне хывнă çынсенчен пĕри шутланать.

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ чăвашсен пултаруллă писателĕ тата ăста композиторĕ Федор Павлович Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» викторина ирттерчĕ.

Викторина ăмăртăвĕ çу уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен пычĕ. Сумлă ентеш пултарулăхĕпе кăсăкланакан ачасенчен пĕтĕмпе 150 ĕç килчĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикин шкулĕсен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе пĕрле «Тантăш» хаçат тусĕсем Екатерина Яковлева, 10 кл. / Тутарстан, Пăва районĕ, Чăваш Киштек шкулĕ/, Роза Никонова, 9 кл. / Тутарстан, Аксу районĕ, Чăваш Ентрусел шкулĕ/, 9А пĕтĕм класĕпех / Çĕнĕ Шупашкар, 19-мĕш шкул/ тата икĕ чăваш чĕлхи вĕрентекен И.Г. Никифорова / Çĕнĕ Шупашкар, 13-мĕш шкул/, Н.И. Павлова / Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ/ хастар хутшăнни пире савăнтарчĕ.

Жюри членсем конкурса килнĕ ал çырăвĕсенчи хуравĕсене тимлĕ пăхса тухрĕç, хакларĕç. Пĕлес туртăмлă ачасем шырав меслечĕпе ĕçлесе Федор Павловăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăх ÿсĕмне, пархатарлă ăсталăхĕн ырă енĕсене курма тата тупма пĕлнине палăртрĕç вĕсем.

Маттур ачасем викторина ыйтăвĕсен хуравĕсене библиотекăсенче тĕплĕ ларса, интернет уçлăхĕнче тĕпчевлĕ шыраса чăнлăх тупсăмне тупни ĕçсенче тулли палăрчĕ. Викторинăна хутшăннисен ĕçĕсенче усă курнă литературăна кăтартни тата хуравсене Федор Павлов кун-çулне сăнарлакан сăн ÿкерчĕксемпе çыхăнтарса пуянлатни курăнчĕ.

Жюри викторинăна хутшăннă ачасенчен пĕр йышне, тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçленине кура «Çамрăк тĕпчевçĕ» номинант ят пама йышăнчĕ. Çĕнтерÿçе, призерсене тата номинантсене ыйтусене чи тулли те тĕрĕс хурав панисенчен палăртрĕç.

«Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» викторинăна хутшăннисене пурне те «Хыпар» издательство çурчĕн сертификатне парса хавхалантарăпăр. Вăйă ăмăртăвăн çĕнтерÿçипе призерсене тата номинантсене дипломсемпе, хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чыс тăвĕç. Пĕтĕмлетÿпе чыславĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче иртĕ. Чыслава хăçан ирттерессине каярах пĕлтерĕпĕр.

Викторинăн çĕнтерÿçисен, призерĕсен тата номинанчĕсен списокĕ

№/№

Хушамат, ят,  класс

Класс

Хула/район, шкул

Балл

Вырăн/номинант

  1.  

Григорьева Ольга

11

Çĕрпÿ районĕ, Кăнар шкулĕ

10

1-мĕш вырăн – çĕнтерÿçĕ

  1.  

Шибаев Илья

10

Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ

10

1-мĕш вырăн – çĕнтерÿçĕ

  1.  

Сорокина Анастасия

9

Шупашкар, 18-мĕш шкул

10

1-мĕш вырăн – çĕнтерÿçĕ

  1.  

Адюкова Юлия

11

Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ

9,9

2-мĕш вырăн – призер

  1.  

Воробьева Диана

9

Тăвай районĕ, Йăнтăрчă шкулĕ

9,9

2-мĕш вырăн – призер

  1.  

Данилова Анастасия

10

Улатăр районĕ, Çĕнĕ Эйпеç шкулĕ

9,9

2-мĕш вырăн – призер

  1.  

Егорова Фаина

11

Шупашкар районĕ, Апаш шкулĕ

9,9

2-мĕш вырăн – призер

  1.  

СтепкинаКристина

9

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнь шкулĕ

9,9

2-мĕш вырăн – призер

  1.  

Антонова Татьяна

10

Шупашкар районĕ, Вăрман-Çĕктер шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Григорьев Кирилл

10

Патăрьел районĕ, Хирти Пикшик шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Долгова Ольга

11

Шăмăршă районĕ, Палтиел шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Егорова Валентина

9

Шупашкар, 62-мĕш шкул

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Михайлова Виктория

10

Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Никифорова Кристина

9

Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Николаева Мария

10

Шупашкар, 41-мĕш шкул

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Степанова Мария

9

Шупашкар, 2-мěш шкул

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Тимофеева Карина

9

Çĕнĕ Шупашкар, 8-мĕш шкул

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Трофимова Ксюша

9

Çĕмĕрле хули, 3-мĕш шкул

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Федорова Елена

11

Шупашкар, 49-мĕш шкул

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Федотова Надежда

10

Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Чистякова Юлия

10

Шупашкар районĕ, Кăшавăш шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Яковлев Даниил

9

Вăрмар районĕ, Кавал шкулĕ

9,8

3-мĕш вырăн – призер

  1.  

Иваничева Диана

8

Шупашкар, 41-мĕш шкул

9,7

«Çамрăк тĕпчевçĕ» номинаци призерĕ

  1.  

Исаева Елизавета

9

Канаш, 10-мĕш шкул

9,7

«Çамрăк тĕпчевçĕ» номинаци призерĕ

  1.  

Козлова Екатерина

11

Канаш районĕ, Сиккасси шкулĕ

9,7

«Çамрăк тĕпчевçĕ» номинаци призерĕ

  1.  

Соколов Алексей

10

Шупашкар, 53-мĕш шкул

9,7

«Çамрăк тĕпчевçĕ» номинаци призерĕ

  1.  

Урмакова Екатерина

9

Патăрьел районĕ, Ишлĕ шкулĕ

9,7

«Çамрăк тĕпчевçĕ» номинаци призерĕ

 

Федор Павловăн тĕрлĕ енлĕ тĕпчесе викторинăна хутшăннă Чăваш Респубикин шкулĕсен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсене, вĕсене хатĕрлекен учительсене саламлатпăр. Пурне те ăнăçу пултăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика