Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Халăх шкулĕ» журнал редакторĕ вулакана черетлĕ кĕнекипе савăнтарать

14:09 22 марта 2018 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕн, «Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал редакторĕн Р.П. Прокопьевăн вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă «Сар хĕвел хĕрелсен»  кěнеки кун çути курчĕ.

Автор хăй каланă тăрăх, ку  документаллă повесть –  Раççей тата совет живопиçĕ, портрет ăсти Павел Корин профессорпа унăн мăшăрĕ Прасковья Коринăн юратăвĕ, хутшăнăвĕ, çăмăл мар шăпи çинчен. Прасковья Тихоновна (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова) Пушкăрт тăрăхĕнчи Елань-Чишма ялĕнче çуралнă, пĕчěклех тăлăха юлнă  чăваш хĕрне, Аслă княгиня Елизавета Федоровна Мускавра уçнă Марфăпа Мария  обителě çумĕнчи шкулта ăс пухма пÿрнĕ. Çакнашкал тĕслĕх те пит интереслĕ: вăл иккĕмĕш Николай патшана «Эй, Çÿлти Аттемĕр…» кĕлле чăвашла каласа тĕлĕнтернĕ. Прасковья Тихоновна хăй те ÿкерме юратнă, ку ăсталăха ăна Павел Дмитриевич Корин аталантарма пулăшнă. Анчах та паллă вырăс ÿнерçине качча тухсан чăваш хĕрĕ пĕтĕм хăйĕн пурнăçне мăшăрне халаллать. Таса туйăма, çемье телейне  ěмěр тăршшěпе упрама  вара Прасковья Тихоновнăпа Павел Дмитриевича ěненÿ пулăшнă.

Çакна та каламалла,  ку Римма Прокопьевăн Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви çамрăксем валли çыракан авторсем хушшинче ирттерекен конкурсра çěнтернě произведени. Унччен маларах, 2015 çулта, унăн  «Пĕртен-пĕр юр пĕрчи» ал çырăвĕ те «Вăтам тата аслă классем валли»номинацирех мала тухнăччĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика