Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс иртрĕ

13:50 23 марта 2018 г.

2018 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» Интернет конкурс иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 86 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен 10-шĕ тулай чăваш шкулĕсенчен пулчĕç. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пычĕ.

Учительсем чăваш чĕлхипе тата литературипе 15 ыйтăва хуравларĕç. Ыйтусем çăмăлах пулмарĕç курăнать. Уйрăмах йывăррисем тесе çаксене пăхмалла:

1. Йăнăш тупăр та тÿрлетĕр.

«Сувар – 20  çулта».

2. Ачасем мана çак сăмахсемпе кĕтсе илчĕç: «Хупăлча?... Хупăлча мар – Тупăлча! Тупăннăскер эппин!» предложенире мĕнле йăнăш пур? Ăна тÿрлетĕр.

5. Мĕнле сăмахпа пĕлтерĕшне пăсса усă курнă? Йăнăша мĕнле тÿрлетмелле?

Автобусран тухакансем хушшинче хамăр ял çыннисем те пурччĕ.

8. Сăмах  кам çинчен пырать? Поэт хушамачĕпе ятне калăр.

 «…Атте чăвашла та, вырăсла та аван çырнă, икĕ чĕлхепе лекцисем вуланă. Халĕ те Самарта ăна асра тытакансем пур. Алексей Толстойăн усадьба музейĕнче Влас Пайменпа манăн аттен аса илÿ каçĕсене ирттернĕ чухне çынсем питĕ йышлă пухăнаççĕ…» – тесе çырать поэт хĕрĕ  ашшĕ пирки 2003 çулта çырнă çырура.

10. Н.И. Золотницкий вĕренекенĕсенчен кам 1872 çулта чÿклеме йăлине çырса кăтартнă?

11. Сăмах кам çинчен пырать? Туллин хуравлăр.

1925 çулта Шупашкарта тухнă «Çырура чарăну паллисем лартасси» ĕçĕнче чарăну паллисем мĕн тума кирлине вăл çапла ăнлантарать: «Вĕсене хут çине ÿкернĕ пуплевсене вулама та, ăнланма та çăмăл пултăр тесе лартаççĕ».

12. Çак сăмахсене кам çырнă? Унăн ятне, ашшĕ ятне, хушаматне туллин кăтартăр: «Виçесĕр нумай сийлĕ, тарăн пурнăçра мĕн тĕрлĕ кĕрлев çук-тăр! Мĕн тĕрлĕ этем шăпи! Мĕн тĕрлĕ характер пĕр-пĕринпе çапăнмасть пуль! Пирĕн, драматургсен, курмалла, туймалла çавсене. Чи кирлине суйласа илсе ăста çырса кăтартмалла».

13. Сăмах кам çинчен пырать? Çыравçăн  хушамачĕпе ятне калăр.

 «Чăваш литературинче вăл вут чĕреллĕ Тайăрпа Çеçпĕл сăвăçсен пиччĕшĕ пек курăнать. Н.В.Никольский профессор сăмахĕсемпе каласан «чĕмпĕрçĕ революционерсен» ушкăнĕнче вăл – малти ретре тăракан салтак. Вăл хавхалантарнипе К. Иванов вырăссен «Вăранăр, тапранăр» юррине, Тайăр Тимки «Варшавянкăна» чăвашла куçарнă. Писатель тăван халăхăн çутă малашлăхне çирĕп ĕненнĕ, уншăн ĕçĕпе те, сăмахпа та кĕрешнĕ».

14. Хĕвел тухӑҫĕпе хĕвел анӑҫне чӑвашсем тата мĕнле сӑмахсемпе палӑртаҫҫĕ?

15. Ртуте чӑвашсем мӗн теҫҫĕ? Мӗншӗн ун пек калаҫҫӗ?

Пурте тĕрĕс хуравланă ыйтусем пулмарĕç.  Сире конкурсра кашни учитель мĕн чухлĕ балл пухнине (рейтингне) кăтартакан таблицăпа паллаштаратпăр. Сертификат тĕрлĕ сăлтава пула конкурс ыйтăвĕсене хуравлама май килмен учительсене те  паратпăр.

Конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем, çĕнтерÿçĕсен дипломĕсем акан 13-мĕш кунĕсем тĕлне хатĕр пулĕç. Дипломсемпе сертификатсене кафедрăна (204 кабинет) кĕрсе илмелле.

Тĕрĕс хуравсемпе паллаштаратпăр.

Тĕплĕнрех>>>

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика