15:17 26 марта 2018 г.
2018 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упи вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕсем пурнăçланакан тапхăрта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентесси» темăпа стажировка иртрĕ.
Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ. Унта пĕлĕве ÿстерме 72 сехетлĕ программăпа куçăмлă вĕренекенсем пухăннă. Тутар Республикинчен, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ, Елчĕк районĕсенчи шкулсенчен пухăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хаваспах шкула тухрĕç.
Пĕлĕве ÿстерме килнĕ учительсене чăваш тум тăхăннă шкул ачисем çавра çăкăрпа, таша-юрăлла салампа кĕтсе илчĕç.
Шкул директорĕ Юрий Владимирович Фёдоров шкул историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, малаллахи плансемпе паллаштарчĕ.
Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем классене саланчĕç. Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренекенсем А.Ю. Никандровăпа Л.А. Тихонова «Глаголăн пурлă тата çуклă формисем» (6 класс), И.Н. Козловăпа С.М. Назарова «Атăл сăнарĕ литературăра (Митта Ваçлейĕн «Атăл юрри» Николай Некрасовăн «Атăл çинче» сăввисем тăрăх» (7 класс), С.Г. Константинова «Междометисем» (7 класс), И.В. Герасимова «Туслăхра – вăй!» (5 класс) темăсемпе панă уçă уроксем пăхрĕç.
Стажировкăна Упи вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен С.В. Петрова тата В.В. Васильева ертсе пычĕç. Вера Веняминовна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви икĕ çулта пĕр хут ирттерекен «Тăван чĕлхепе литература» кабинетсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Светлана Валерьяновна шкулта директор çумĕ пулса вăй хурать, республика шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсенче унăн вĕренекенĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ăста учительсен пултарулăх лаççинче пулса пирĕн учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕрентÿри тухăçлă технологийĕсемпе паллашрĕç.
Курсантсене ИКТ технологипе усă курса хатĕрленĕ презентаци, культурăсем хушшинчи çыхăнăва тĕпе хурса вĕрентес концепцинчи «Венн унки» ăслай, тăван литература урокĕсенче пĕр-пĕр темăна вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кăлармалли лэпбук мелĕ (чĕркуççи çинчи кĕнеке), пĕтĕм шкула илем кĕртекен халал йывăçĕ (Г.А. Васильева) хатĕрлемелли ăслай, ачасемпе кану самантне ирттерме вырăнлă вăйăсем «Çăпаталла» (Ю.Е. Кузьмина, И.Н. Николаева), «чĕрĕ уроксем» ирттернĕ чух усă курмалли меслетсем, шкул территоринчи «Астăвăм аллеи» кăсăклă пулчĕ.
Хăнасем шкулти музейра пулса курчĕç, экспонатсемпе паллашрĕç.
Стажировкăна пухăннисем вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, ăста урокĕсем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии