15:01 18 апреля 2018 г.
Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре пултаруллă пулма хистес, маттур вĕрентекенсене тупса палăртас тата вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Ăнăçу чĕлхи» ют чĕлхесен шкулĕ «Мăн тытăçу» вăйă ирттерет. Тупăшу «Станцирен станцие» вăйă евĕр чăвашла иртет. Вăййа вĕренӳ заведенийĕнчен пĕр е темиçе ушкăн хутшăнма пултарать (ушкăнра виçĕ çын).
Кашни ушкăн визитка («килти ĕç») хатĕрлет. Визитка шутне ушкăнпа паллаштарни кĕрет (ушкăн ячĕ, эмблеми, девизĕ, вăййа хутшăнакан кашни çынна сăнарлани). Вăййа хутшнакансем çакăн евĕр ĕçсем тăваççĕ:
- «Ăс-хакăл тупăшăвĕ», сăмахпа предложение хăвăрт ăнланса илме пултарни;
- «Ашмарин çулĕ-йĕрĕпе», Н. И. Ашмарин словарĕнчи сайра усă куракан вунă сăмаха пурте пĕлекеннипе шайлаштарни;
- «Кала-ха, ку мĕн?», экран çинче мĕн курнине ăнлантарса пани;
- «Фильма сасӑлантар», пĕр-пĕр паллă фильма кăтартнăçем хăвăрт кăна чăвашла куçарса пыни;
- «Кала-ха, ăçта ку?», чăваш пурнăçĕпе çыхăннă вăл е ку ял-хула ятне палăртма пултарни;
- «Сăмаха ăнлантар», сăмах пĕлтерĕшне мимикăсăр тата сăмахне хăйне каламасăр ăнлантарса пама пултарни;
- «Хивре ыйтăм», ушкăн ертӳçи вăйă пуçĕн ыйтăвĕсене чăвашла хăвăрт хуравлама пултарни.
Станцисенчи ĕçсене мĕнле пурнăçланине ятарлă жюри хаклать.
Пурне те ăнăçу сунатпăр!
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии