11:52 25 апреля 2018 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Уяв кунĕ республикăра нумай мероприяти иртет. Паян чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Наци библиотекине пуçтарăнчĕç. Пушкăрт, Тутар, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли тухăçлă технологисем» темăпа наукăпа методика семинарĕ иртрĕ.
Вĕрентекенсене Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсенчи улшунусем çинчен каласа пачĕ. Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертӳçи Анна Егорова шкул практикинче усă курмалли çĕнĕ технологисемпе паллаштарчĕ.
«Халăх шкулĕ» журнал пирки унăн тĕп редакторĕ Олег Прокопьев тĕплĕн каласа пачĕ.
Семинар тухăçлă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии