Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕренÿ кĕнекисен авторĕсем хåйсен åслåлåх ертÿçине аса илчĕç

07:52 17 мая 2018 г.

2018 çулхи çу уйåхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар хулин 9-мĕш шкулĕнче чåваш чĕлхи вĕренÿ кĕнекисен авторсем пухåнчĕç. Вĕсен ретĕнче пирĕн институтåн чĕлхеçисем те пулчĕç. Тĕл пулу И.А. Андреев профессор çуралнåранпа 90 çул çитнине паллå тунå май çавра сĕтел формачĕпе иртрĕ.

И.А. Андреев  вилнĕренпе кåçал çулталåк вĕçĕнче 7 çул çитет ĕнтĕ, анчах профессорåн вĕренекенĕсем паллå ученåй тата åста педагог ятне манмаççĕ, шкул ачисем валли чåваш чĕлхи учебникĕсене малалла та хатĕрлеççĕ.

Акå 3-мĕш лицейра ĕçлекен Л.Н. Кузьмина Иван Андреевичпа пĕрле чи пирвайхи вĕренÿ кĕнекисене епле çырнине аса илчĕ. Ун чухне те, паянхи пекех, текст тупасси чи йывåр ĕç шутланнå иккен. Теорие И.А. Андреев профессор çырнå. Кĕнеке содержанийĕпе тытåмĕ мĕнле пулассине те ученåй палåртнå. Чи малтанхи авторсен шутĕнче Лидия Николаевнåсåр пуçне Кÿкеç учительници Э.Г. Иванова тата халь 9-мĕш шкулта ĕçлекен Р.И. Гурьева пулнå. Çĕнĕ Шупашкарåн 6-мĕш шкулĕн учительници Н.А. Краснова ФГОСа пурнåçланå май  И.А. Андреев ĕçне малалла епле тåснине каласа пачĕ. Вĕренÿ институчĕн чåваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлåхĕ А.С. Егорова доцент Иван Андреевичåн аслисем валли кåларнå пирвайхи «Чувашкий язык для взрослых» учебникåн кåсåклåхĕ мĕн иккенне кåтартрĕ.

И,А. Андреева аса илсе 9-мĕш шкул директорĕ Г.А. Пенькова, университет профессорĕ В.А Иванов, Шупашкар хулин 12-мĕш шкулĕнче чåваш чĕлхи вĕрентекен А.П. Игнатьева тата ыттисем те калаçрĕç. Кĕнеке авторĕсенчен пĕри, Шупашкар хулин 20-мĕш шкулĕнче чåваш чĕлхи вĕрентекен Е.А. Мулюкова,  И.А. Андреев профессорпа чåваш халåхĕн çутта кåларуçи И.Я. Яковлев пурнåçĕ нумай енчен пĕрешкел иккенне ĕнентерекен презентаципе паллаштарчĕ.

Пухåннисем И.А. Андреевåн мåшåрне Е.Я. Андреевåна паллå ученåя хåй вåхåтĕнче телейлĕ çемье тума пулåшнåшåн, åнåçлå ĕçлеме лайåх лару-тåру тытса тåнåшåн тав турĕç,  малашне лайåх пурåнма ырлåх-сывлåх, åнåçу сунса чечек çыххи парнелерĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика