14:31 23 августа 2018 г.
Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Чӑваш чӗлхи» предметӑн содержанине тата вӗрентӳ технологийӗсене ҫӗнетесси» секци ӗҫлерӗ. Секцире чӑваш чӗлхи вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе литературин вӗренӳ процесӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен Чӑваш Республикин вĕренӱ тата çамрӑксен политики министерствин тӗп эксперт специалисчӗ И.А. Степанова калаҫрӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн наци вӗренӗвӗн центрӗн ертӳҫи И.В. Ядранская шкулсенче наци вӗренӗвне йӗркелес пирки доклад турӗ.
Институтӑн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертӳҫин ӗҫӗсене туса пыракан А.С. Егорова хӑйӗн докладӗнче вӗренекенсене чӑваш чӗлхипе ирттерекен патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацине мӗнлерех хатӗрлемеллине ӑнлантарчӗ. А.В. Блинов, «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӑн директор заместителӗ, чӑваш чӗлхине куҫармасӑр вӗрентессин уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарчӗ. Чӑваш наци конгресӗн президиум членӗ Г.Л. Никифоров Раҫҫей регионӗсенче чӑваш чӗлхи мӗнлерех вӗрентнине тишкерчӗ. Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен А.М. Степанов чӑваш чӗлхи урокӗсенче «Ӑсталӑх лаҫҫи» технологипе усӑ курнин опычӗпе паллаштарчӗ. А.В. Ишова, Шупашкар районӗн Тутаркасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен, тӑван чӗлхене упрас енӗпе ашшӗ-амӑшӗпе мӗнлерех ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗ.
Итлекенсем докладсем кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулнине, ҫӗнӗлӗхсемпе хӑйсен ӗҫӗнче усӑ курма шантарчӗҫ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии