13:41 14 сентября 2018 г.
2018 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнче тăван (чăваш) чĕлхе тата литературăна вĕрентекенсен вĕренÿ модулĕсене суйласа илмелли курс пуçланчĕ. Пурĕ 30 педагог çак программăпа вĕренме кăмăл турĕ. Вĕсем виçе модульпе вĕренсе чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухĕç.
«Педагогика ĕçченĕсене çĕнĕлле аттестациленмелли çул-йĕр» ятлă пĕрремĕш модуле хаваспах çÿрерĕç, кăмăллă юлчĕç.
Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Анна Егорова паянхи кун вырăс тата вырăс мар шкулсен вăтам ÿсĕмĕнче ĕçлекен учительсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ, вӗренекенсене çĕнĕлле аттестациленме мӗнлерех хатӗрленмеллине ӑнлантарчӗ.
Надежда Иванова доцент шкул практикинче чăваш литератури урокĕсене ирттермелли çул-йĕрпе, литература теорине çĕнĕлле вĕрентмелли майсемпе паллаштарчĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии