Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ӑсталăха ÿстермелли стажировка иртрӗ

10:43 26 сентября 2018 г.

2018 çулхи авӑн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патӑрьел районĕн Нӑрваш-Шӑхаль вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑвӑ-юрӑпа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ: Г.Ф. Хлебникова 11 класра «Митта Ваҫлейӗ – аслӑ ӑру поэчӗ», Т.Ф. Дмитриева 6-мĕш класра «Япала ячĕ», О.А. Каллина 8 класра «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» хайлав темипе проблеми», Т.И. Ершова 5-мӗш класра «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» темăсемпе уçă уроксем ирттерсе хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ. С.В. Едифанова ăста урокӗнче вӗренекенсене те, вӗрентекенсене те хӑвӑрт вулама вӗренмелли методикӑпа кӑсӑклантарса ячӗ. Н.И. Павловӑпа Л.В. Павлова ирттернӗ «Сӑвӑ-юрӑ янӑрать янратма пӗлсен кӑна» урок хыҫҫӑнхи ӗҫре Шӑрваш-Шӑхаль шкулӗн вӗренекенӗсем вӗренме кӑна мар, юрлама-ташлама та ӑста пулнине ӗнентерсе пачӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ.

Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертӳҫи А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика