Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хатӗр

15:23 01 октября 2018 г.

2018 çулхи авăн уйăхĕн 10-28-мĕш кунӗсенче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнче тăван (чăваш) чĕлхе тата литературăна вĕрентекенсем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерчӗҫ. Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри ертсе пынипе пурĕ 30 педагог вĕренÿ модулĕсене суйласа илсе вӗренчӗҫ.

«Педагогика ĕçченĕсене çĕнĕлле аттестациленме хатӗрлемелли çул-йĕр» ятлă пĕрремĕш модульпе иртнӗ занятисенче вӗренекенсен професси аталанӑвӗн йӗркипе паллашрӗҫ, хӑйсен професси компетенцийӗсене малалла аталантармалли ҫул-йӗре палӑртрӗҫ.

Патшалăхри лару-тăру та, Федерацин патшалӑх вӗренӱ стандарчӗсем те вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистеҫҫӗ. Вӗренӳ планне «Тӑван чӗлхепе литература» предмет талккӑшне кӗртни те вӗренӳ юхӑмне урӑхларах йӗркелеме ыйтать. Ачасене вӗренме вӗрентмелле, шкулта илнӗ пӗлӱпе пурнӑҫра усӑ курма хӑнӑхтармалла. Воспитанипе аталану ӗҫне те вӑйлатмалла, мӗншӗн тесен ачасен предмет результачӗсем кӑна мар, харкамлӑх тата пур предмета та вӗренме кирлӗ результатсем пулмалла. «Тӑван чӗлхе тата литература» предмет талккӑшӗн пулмалли результачӗсем патне ҫитмелли ҫул-йӗр» модуль вӗрентекенсене шӑпах ҫав тӗллевсене пурнӑҫлама вӗрентрӗ. Вӗреннинине авӑн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патӑрьел районĕн Нӑрваш-Шӑхаль вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» темӑпа иртнӗ стажировкӑра ҫирӗплетрӗҫ.

Юлашкинчен вӗрентекенсем «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗренекенсен урокри тата урок тулашӗнчи ӗҫне йӗркелесси» модуле суйласа илчӗҫ, чӑваш чӗлхипе литератури урокне ФГОСпа килӗшӳллӗн хатӗрлесе ирттерес хӑнӑхӑва аталантарчӗҫ, урокӑн технологи карттине ҫырас ӑсталӑха туптарӗҫ, урок тулашӗнчи ӗҫсене ҫӗнӗлле йӗркелеме вӗренчӗҫ, «чӗрӗ урок» ирттермелли майсемпе ӑслайсемпе паллашрӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пӗлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли программа пуриншĕн те усăллă иртнине палӑртрӗҫ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика