Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕренекенсем сочиненисен черетлĕ конкурсне хутшăнчĕç

16:01 02 октября 2018 г.

2018 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институтчĕ «Яковлев эткерлĕхне эпĕ епле упратăп» темăпа сочиненисен конкурсне ирттерчĕç. Конкурса республика шкулĕсенче вăтам тата аслă классенче вĕренекен тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче пĕлÿ пухакан 81 çамрăк хутшăнчĕ (пĕтĕмпе 17 районпа хуларан 52 вĕренÿ организацийĕ). Шел пулин те, конкурса хутшăнма 71 ĕçе çеç суйласа илме май килчĕ, 10 ĕçе хаклама май килмерĕ. Сăлтавĕ – ĕçсене тивĕçлĕ шая çитерейменни.

Килнĕ ĕçсенчен 39-шне (55 %) чăвашла çырнă, 32-шне (45 %) вырăсла калăпланă. Конкурса хутшăнакансенчен 3-шĕ – 8 класра, 28-шĕ – 9-мĕш класра, 20-шĕ – 10-мĕш класра, 14-шĕ – 11-мĕш класра, 6-шĕ техникумра вĕренет. Конкурс условийĕсем ытларах хĕр ачасене кăсăклантарнă курăнать (хутшăнакансенчен 77 % проценчĕ хĕр ачасем). Тăтăшлăхне илес пулсассăн Вăрмар (8 ĕç), Муркаш (6 ĕç), Шăмăршă (5 ĕç), Красноармейски, Сĕнтĕвăрри, Тăвай (3-шер ĕç) районĕсене тата Шупашкар хулине (20 ĕç) палăртса хăварас килет. Малаллахи конкурссенче вара Комсомольки, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Вăрнар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче вĕренекенсем те активлă хутшăнасса шанас килет.

«Яковлев эткерлĕхне эпĕ епле упратăп» пысăк темăпа ĕçлеме ачасене çăмăлрах пултăр тесе конкурс йĕркелевçисем çак пысăк темăпа çыхăннă   вакрах темăсем сĕнчĕç: «Тăван сăмах – иксĕлми пуянлăх», «Халăхсем туслă пулсан çĕр-шыв çирĕп», «Тĕнче илемĕ чун пуянлăхĕнчен килет».

Мĕн çинчен çырасси паллă пулин те, пирĕн шухăшпа, чи йывăр тема «Тăван сăмах – иксĕлми пуянлăх» тема пулчĕ. Ачасенчен чылайăшĕ тăван чĕлхене юратмалли сăлтав шыранă май хаçат-журналта, радиопа телевиденире анлă сарăлнă, пурте пĕлекен аргументсемпе усă курнă, çĕнĕ шухăш калайман. Шухăшĕ сапаланса кайнă ĕçсем те йышлă пулчĕç ку темăпа. Апла пулин те чылай ача чăваш чĕлхин пуласлăхĕ хамăртан килет тесе тĕрĕс пĕтемлет́ÿ тăвать.

Халăхсен туслăхне халалланă ĕçсенче И.Я. Яковлев вырăс халăхĕпе туслă пурăнма чĕнни ахальтен маррине чылай ача ĕнентерет, анчах Раççейре ытти халăх та пуррине  курмасть. Çапах та халăхсен туслăхĕ çинчен хăшĕсем илемлĕ хайлавсем – калав, юмах _ çырма пултарни савăнтарчĕ. Вĕсем чылай ăнăçлă пулса тухнă теме юрать.

«Тĕнче илемĕ чун пуянлăхĕнчен килет» номинаципе çырнă чылай ĕçре, тĕпрен илсен, сăмах çынсем хушшинчи çыхăну çинчен пырать, анчах çав çыхăну пĕтĕм тĕнчене упракан вăй пулни çинчен шухăшлакансем нумай пулмарĕç.

Çапла вара, сочинени конкурсĕ пирĕн ачасен çырас хевти пысăк пулнине, чăвашлăх енне туртăнакансем иксĕлменнине кăтартрĕ. Çак пахалăха  малашне те çухатас марччĕ.

         Çĕнтерÿçĕсен списокĕ...

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика