16:05 11 октября 2018 г.
Пирĕн паллă чĕлхеçĕмĕр Иван Андреевич Андреев профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ.
Конкурса, пĕтĕмпе, хамăр республикăн тĕрлĕ шкулĕнче 7-мĕшпе 8-мĕш классенче вĕренекен 158 ача хутшăнчĕ.
Конкурсăн юлашки тапхăрне район шайĕнче çĕнтернĕ чи маттур, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ те уçă кăмăллă 32 ача пуçтарăнчĕ. Вĕсем Елчĕк, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Вăрнар, Çĕмĕрле, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Вăрмар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен çитрĕç.
Йыш пысăк пулнă пирки жюри ачасене икĕ ушкăна уйăрса итлерĕ.
Оратор ăсталăхĕн конкурснеЧăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев татаЧăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин тĕп эксперт специалисчĕ И.А. Степанова уçрĕç.
Конкурс уçăвне ертсе пыракансем И.А. Андреев профессорăн пурнăç тапхăрĕсене, ăслăлăхпа вĕренÿре тунă ĕçĕсене аса илтерчĕ́ç. И.А.Андреев чăваш чĕлхин фонетикипе лексисинчен пуçласа кашни шайне синтаксис таран тĕпченĕ, орфографипе пунктауцине йĕркелес тĕлĕшпе нумай вăй хунă, Наци ăслăлăх академине тăвакан комиссие, Чĕлхе комиссине ертсе пынă, Чĕлхесем çинчен калакан законăн проектне хатĕрленĕ çĕре хутшăннă. Етĕрне, Çĕрпÿ, Канаш педтехникумĕсенче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи ăслăлăх тĕпчев институтĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче, Вĕренÿ институтĕнче ĕçленĕ, чĕлхе пайне, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедрине уçса ертсе пынă, профессор шучĕпе лекцисем вуланă, практика занятийĕсем ирттернĕ т. ыт. те.
Профессорăн ĕçне патшалăх органĕсем тивĕçлипе хакланă.
Пултаруллă ĕçсемшĕн И.А. Андреева Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ячĕсене панă, «Чăваш Республикин умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн» орден медалĕпе чысланă. Синтаксиса, пунктуацие тĕпчесе çырнă монографисемшĕн тата шкул учебникĕшĕн Иван Андреевич Чăваш Республикин патшалăх премине тивĕçнĕ. Шупашкарăн Çĕнĕ хула районĕн пĕр урамне И.А. Андреев профессор ятне панă. Профессор пурăннă çурт çинче барельефлă асăну хăмине çакнă.
Конкурса уçнă чух та, пĕтĕмлетÿсене пĕлтернĕ чухне те конкурсантсене Шупашкар 10-мĕш шкулĕн ачисем хăйсен ташăпа юрă номерĕсемпе савăнтарчĕç.
Жюри 7-мĕш класс ачисенчен çĕнтерÿçĕ ятне Карина Кирилловăна (Канаш районĕн Вăрăмпуç шкулĕ) пама йышăнчĕ.
Призер ятне çак ачасем тивĕçрĕç:
- Плешкова Елена, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕ;
- Алексеева Карина, Вăрмар районĕн Кавал шкулĕ;
- Дмитриев Игорь, Елчĕк районĕн Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ;
4. Максимов Николай, Тăвай районĕн Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ.
8-мĕш класс ачисенчен çĕнтерÿçĕ ятне Алина Иванова (Вармар районĕн Чупай шкулĕ) çĕнсе илчĕ.
Призерсем вара çаксем пулчĕç:
- Кириллова Анжела, Елчĕк шкулĕ;
- Иванова Диана, Тăвай районĕн Тăрмăш шкулĕ;
- Голнева Дарья, Комсомольски районĕн Нĕркеç шкулĕ;
- Митрофанова Анна, Çĕнĕ Шупашкарăн 14-мĕш шкулĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене, вĕсен ертÿçисене пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр! Ăнăçу малашне те пултăр!
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии