14:07 13 октября 2018 г.
Юпа уйăхĕн 15–19-мĕшĕнче Раççейри тата СНГри тĕрĕк халăхĕсен литературипе пĕтĕм тĕнче фестивалĕн регионти тапхăрĕ иртет. Унта шкул ачисемпе студентсем хутшăнма пултараççĕ.
Фестивале хутшăнас тесен юпа (октябрь) уйăхĕн 15-мĕшчен https://kpfu.ru/philology-culture/mezhdunarodnyj-festival-2018 адреспа регистрациленмелле, сĕннĕ темăсенчен пĕрне суйласа илсе эссе çырмалла, ăна юпа уйăхĕн 19-мĕшчен etker311@yandex.ruадреспа ярса памалла.
Пурте хутшăнма васкăр, хăвăртрах регистрациленме ĕлкĕрĕр.
Çĕнтерӳçĕсемпе призерсем Фестивалĕн пĕтĕмлетӳ тапхăрне кайма тивĕç пулĕç, вăл Хусанта ноябрĕн 11–14-мĕш кунĕсенче иртĕ (çул укçи, пурăнмалли тата апатланмалли – тӳлевсĕр).
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-919-656-24-90 (Анна Семеновна Егорова), 8-919-67-074-49 (Алена Михайловна Иванова).
Фестиваль положенийĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии