18:24 25 октября 2018 г.
Хӑйсен вӗренекенӗсене олимпиадӑсенче ҫӗнтерттерес, малти вырӑнсене йышӑнтарас ӗмӗтлӗ вӗрентекенсем 2018 ҫулхи юпа (октябрь) уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Шкул ачисене чӑваш чӗлхипе тата литературипе олимпиадӑсене хатӗрлесси» семинара пуҫтарӑнчӗҫ.
Семинарта вӗрентекенсем пултаруллӑ ачасемпе ӗҫлемелли формӑсемпе тата мелсемпе, чӑваш чӗлхипе литературипе иртекен олимпиада ыйтӑвӗсен тытӑмӗпе паллашрӗҫ, иртнӗ ҫулсенче иртнӗ олимпиада ыйтӑвӗсене тишкерчӗҫ.
Семинар питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ, унта пӗлӳ пухнисем пурте хӑйсен вӗренекенӗсене ҫӗнтерӳ патне ҫитерессе шанса тулли кӑмӑлпа кайрӗҫ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии