15:03 01 ноября 2018 г.
Юпа уйăхĕн юлашки кунĕ – Г.Н. Волков академик çуралнă кун. Ученăя халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсенчен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ çавра сĕтеле тата Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕнче иртнĕ ăслăлăхпа методика конференцийĕсене палăртмалла.
Педагогика университетĕнче çавра сĕтел «Этнопедагогика в контексте современного образования» ятпа иртрĕ. Çавра сĕтел ĕçне сумлă педагогсем, республикăн тĕрлĕ вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем, Якутирен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем В.И. Игнатьева тата Н.В. Доброва пулчĕç. В.И. Игнатьева çавра сĕтелте тухса калаçрĕ, Г.Н. Волков эткерлĕхĕпе вĕренÿ ĕçĕнче анлă усă курмалли майсене палăртрĕ, Г.Н. Волков ячĕллĕ ăслăлăх тĕпчев институчĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле малалла тачă çыхăнса ĕçлес кăмăла пĕлтерчĕ. Ку шухăшпа çавра сĕтеле пухăннисем пурте килĕшрĕç.
12-мĕш шкулта иртнĕ конференцие «В.А. Сухомлинскипе Г.Н. Волков халăх педагогĕсен эткерлĕхне шкул ĕçĕ-хĕлĕнче пурнăçа кĕртесси» ят панă. Унта тĕнчипе паллă В.А. Сухомлинский ятне те çырнă, мĕншĕн тесен Г.Н. Волковăн тусĕ пулнă вырăс педагогĕ çуралнăранпа кăçал 100 çул çитрĕ.
Конференцин тĕп пайĕнче Г.Н. Волковăн вĕренекенĕсем В.А. Иванов, Е.К. Иванова профессорсем, К.А. Петровпа Ю.М Виноградов доцентсем тата ытти ученăйпа учитель те тухса калаçрĕç, Сухомлинскипе Волков никĕсленĕ халăх педагогикин пĕлтерĕшне палăртрĕç, малашне ачасен ашшĕ-амăшĕпе тимлĕ ĕçлемеллине, тăван чĕлхене ача сачĕсенче вĕрентме пуçлани пысăк çитĕнÿ пулнине кăтартрĕç.
Докладсене икĕ секцире итлерĕç. Пĕтĕмпе 30-а яхăн доклад пулчĕ. Вĕсенче сăмах Сухомлинскипе Волковăн эткерлĕхĕпе чĕлхе, литература, историпе культура тата ытти предмета вĕрентнĕ чухне епле усă курни çннчен пычĕ.
Пĕтĕмлетÿ ларăвĕнче В.А. Сухомлинскипе Г.Н. Волков халăх педагогĕсем хурса хăварнă никĕс çирĕп пулнине, ачасене хăйсем кам пулнине ăнланса илме, çынлăх туйăмне аталантарма, тĕрлĕ халăх çыннисен хушшинчи килĕшÿлĕхе вăйлатма май панине çирĕплетрĕç. Конференцие хутшăннисен шухăшĕпе, малашне тата та тăрăшса ĕçлемелле.
Тухса калаçакансем конференци йĕркелекене А.П. Игнатьевăна 12-мĕш шкулта ĕçлеме тытăннăранпа 30 çул çитнĕ ятпа саламларĕç, хăйĕн ăслăлăх ĕçĕнче тата вĕрентÿре пысăк çитĕнÿ тума ырлăх-сывлăх сунчĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии