Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Сар хĕвел хĕрелсен» кĕнекери тĕп сăнар – ырă тĕслĕх

10:52 30 ноября 2018 г.

Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕсем ирĕклĕ калаçу йĕркипе иртеççĕ, унта хутшăнакансем пĕр-пĕр çыравçăн уфйрăм хайлавне е кĕнекине тишкереççĕ, вĕсенче хускатнă ыйтусене сӳтсе яваççĕ, хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ. Çыравçăсемпе вулакансем куçа-куçăн тĕл пулса уççăн калаçни пĕр-пĕрне илтме, ăнланма, пултарулăха пуянлатма, вулав культурине ӳстерме пулăшать. Чӳк уйăхĕнче иртнĕ тĕлпулура кĕнеке тусĕсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн редакторĕ Римма Прокопьевăн Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Сар хĕвел хĕрелсен» документлă повеçне сӳтсе яврĕç.

Римма Поликарповна пухăннисене документлă повеçе çырнин историйĕпе паллаштарчĕ, пурнăçри тĕлĕнмелле самантсене илсе пачĕ. Мĕн хистенĕ-ха ăна яваплă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçăнма? Ку шухăш пĕр самантрах тĕвĕленмен иккен. Чылай маларах хаçат-журналти статьясенче Павелпа Прасковья Коринсем çинчен вуласа пĕлни чĕрере тарăн йĕр хăварнă. Каярахпа Любовь Миллер, Владимир Солоухин тата ытти авторсен произведенийĕсемпе паллашнă. Вĕсенче те Коринсене асăнмасăр иртмен авторсем. Игнатий Владыка Римма Поликарповнăна «Монастырский вестник» журналти «Русь непроходящая» статьяпа паллашма сĕнни вара паллă мăшăр çинчен хайлав çырма хистекен асамлă паллă пекех пулса тăнă. Асăннă темăна хускатакан тĕрлĕ çăлкуçпа паллашнă хыççăн çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ çыравçă.

«Сар хĕвел хĕрелсен» кĕнеке авторĕ чĕре витĕр кăларса çырнă хайлава техĕмлĕ кукăльпе танлаштарать. Кукăлĕ чăннипех те тутлă пулса тухнине «Варкăш» тусĕсем çирĕплетрĕç.

Елен Нарпи çыравçă Римма Поликарповнăн пултарулăхĕпе тахçантанпах кăсăкланнине, унăн произведенийĕсемпе паллашсах пынине, документлă повеçе пĕрре ларсах вуласа тухнине пытармарĕ. Кĕнекене кĕнĕ çырусем вулакана çепĕçлĕхĕпе тыткăнланине, документлăхпа лирикăлăх шайлашăнса тăнине палăртрĕ вăл.

Раиса Воробьева сăвăçа Римма Поликарповнăн сăнарлă та илемлĕ чĕлхи тыткăнланă. Çыравçă уйрăм çынсен пурнăçĕ урлă çĕр-шыв историйĕн пулăмĕсене, тапхăрĕсене ăста кăтартса панине, хайлава вуланă май хăйне валли чылай çĕнĕлĕх тупнине пĕлтерчĕ вăл.

«Римма Прокопьева тесессĕн пысăк пахалăхлă, тарăн шухăшлă произведенисен авторĕ куç умне тухать. Документлă повеçе те хăйне евĕрлĕ калăпланă вăл. Калу хронологи йĕркине пăхăнмасть, автор хайлава çырусенчен пуçлать. Кĕнекепе паллашнă май вулаканăн пурнăçран илнĕ сăнарсене курас кăмăл çуралать. Куна та шута илнĕ Римма Поликарповна – «Сар хĕвел хĕрелсен» документлă повесть çумне сăнарсен пурнăçне уçса паракан сăн ӳкерчĕксем вырнаçтарнă. Çакă та кăларăм пахалăхне ӳстерет», – терĕ Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова.

Тĕлпулăва пухăннисем Прасковья Тихоновна Корина чăвашсемшĕн символла сăнар пулнипе пĕр шухăшлăн килĕшрĕç. Унра чăваш хĕрарăмĕн сапăрлăхĕ, чăтăмлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, юратнă çыншăн вилме те хатĕрри тĕлĕнмелле пĕтĕçсе тăраççĕ. Çавăнпа вăл паянхи çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулма тивĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика