Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » КОНФЕРЕНЦИ ТУХĂÇЛĂ ИРТРĔ

11:18 03 декабря 2018 г.

2018 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хусан хулин нумай чĕлхе вĕрентекен 180-мĕш номерлă гимназийĕнче Раççей Федерацийĕн халăхĕсен чĕлхипе калаçакан шкул ачисен 5-мĕш вулав тата наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна Тутар Республикин ăслăлăх тата вĕренÿ Министерстви, Тутарстан халăхĕсен Ассамблейи тата Хусан хулин вĕренÿ управленийĕ йĕркеленĕ. Ăслăлăх конференцийĕн тĕллевĕ пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма тĕпчев-шырав ĕçне анлăрах явăçтарасси, тĕрлĕ чĕлхе уçлăхĕнче тăван чĕлхене упраса хăварасси çине халăхра тимлĕрех пăхтарасси пулнă.

Конференцие Мускав хулин, Тутар, Чăваш, Пушкăрт, Удмурт Республикисен, Мари Эл, Самара облаçĕн 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хастар хутшăннă. Вĕсем ăслăлăх ăмăртăвне 200 ытла тĕпчев ĕçĕ ярса панă.

Чăваш Республикинче çырнă ĕçсене хатĕрлеме Вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕ центрĕн  тата чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ĕçтешĕсем пулăшрĕç.

Шкул ачисем конференцие кашни çул кăмăлласа хутшăнаççĕ. Кăçал та кунта Шупашкар хулин 10-мĕш тата 49-мĕш шкулĕсенче вĕренекенсем чăваш чĕлхи секцийĕнче докладсемпе тухса панă, хăйсен пултарулăхне тивĕçлĕ шайра кăтартнă. Юлия Арбекова призер (Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕ, 9 класс; ăслăлăх ертÿçи – Ю.Е. Анисимова), Юлия Муравьева призер (Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕ, 9 класс; ăслăлăх ертÿçисем – А.В. Егорова тата И.Г. Евсеева), Алексей Арапов (Шупашкар хулин 49-мĕш шкулĕ, 9 класс) тата Анастасия Игнатьева (Шупашкар хулин 49-мĕш шкулĕ, 10 класс, ăслăлăх ертÿçисем – Л.В. Никифорова тата Г.А. Керукова) призер ятне илнĕ.

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров конференци йĕркелекенсене мероприятие лайăх ирттернĕшĕн тав тунă, Тутар Республикин чăвашĕсен наципе культура автономийĕн ертÿçин çумне, «Сувар» хаçат корреспондентне Ирина Трифоновăна конгресăн Хисеп хучĕпе чысланă. Жюри чĕлхе секцийĕсенче тухса калаçнисене пурне те сертификат тата пичетленнĕ статья пуххине панă. Хусан хулин çамрăкĕсем илемлĕ юрă-ташăпа уява сăнлăх, хаваслăх кĕртнĕ, пурин кăмăлне те çĕклеме пултарнă.

Чăваш Енĕн пултаруллă ачисене конференцире маттур пулнăшăн тав тăватпăр! Малашне те ăслăлăхра çирĕп утăмсем тума ырлăх-сывлăх, чăтăмлăхпа ăнăçу сунатпăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика