09:53 24 января 2019 г.
Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петĕр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕр вун икĕ çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пуль. «Аптраман тавраш» сăвăлла роман, «Магнит ту», «Таня» тата «Тăван çĕр-шыв» поэмăсем, «Хура пĕркенчĕк», «Кăнтăр сăввисем», «Тилли юррисем», «Инçе вĕçев» сăвă ярăмĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ тата халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчĕç. Хусанкай çырнисенче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, пурнăç таппи, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнса тăрать. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕхĕ, чăвашлăх палăрса тăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.
Чăнах та, чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ,Константин Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ халăхра хисепре. 2007 çултанпа сумлă поэтăн çуралнă кунĕнче Шупашкар хулин Богдан Хмельницкий урамĕн çăвинче Петĕр Хусанкая пытарнă вырăна чăваш интеллигенцийĕ пухăнать.
Кăçал та кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче пантеона хисеплĕ поэта чыслама, пуç тайма чăваш çыравçисем, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем, Шупашкар хулин В. Архипов милицин генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем, чăваш чĕлхи учителĕсем çитрĕç.
Чыслава В. Степанов журналист йĕркелесе пычĕ. Тухса калаçакансем П. Хусанкай ывăлĕ А. Хусанкай, В. Родионов, В. Кервен, М. Карягина, А. Иванов-Аксар, С. Гордеева, Г. Никифоров, С. Петрушкина Хусанкай поэзийĕ чăваш халăх шухăш-кăмăлне лайăх пĕлнипе, саманан чи çивĕ ыйтăвĕсене хускатнипе паян та чăвашла шухăшлама, тĕрĕс пурăнма хавхалантарса тăнине палăртрĕç. В. Архипов милицин генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем Петĕр Хусанкай сăввисене илемлĕ каларĕç.
Кăнтăрла иртсен 15 сехетре Шупашкар хулин П.П. Хусанкай ячĕллĕ 49-мĕш шкулĕнче «Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕн ырă витĕмĕпе вĕренекенсен кăмăл-сипечĕпе патриотлăх туйăмне аталантарасси» темăпа педагогика конференцийĕ иртрĕ. Конференци ĕçне вĕренÿ институчĕн доценчĕсем А. Федоровăпа Н. Иванова, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ А. Ахвандерова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г. Никифоров, халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ А. Иванов та хутшăнчĕç.
Шкул коллективĕ «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» проект хатĕрленĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн шкул ачисем Хусанкай сăввисене акт залĕнче илемлĕ янăраттарчĕç, юрăсем юрларĕç, тĕрлĕ предмет вĕрентекен учительсем вара поэт ĕçĕ-хĕлĕпе тата пултарулăхĕпе уроксемпе класс тулашĕнчи ĕçсенче мĕнлерех усă курмалли çинчен докладсем турĕç. Тĕп пĕтĕмлетÿре 49-мĕш шкул çывăхĕнче йывăçсем лартса Хусанкай паркĕ çитĕнтересси, поэт çуралнă кун Хусанкай вулавĕсем, çулсерен ăслăлăх конференцийĕ ирттересси, шкулта поэта чысласа музей уçасси пирки калаçу пулчĕ.
Чăнах та, пĕр кун хушшинче халăх поэчĕн ырă ячĕ те, ĕçĕ те хисепре пулни питех те палăрчĕ.
Хусанкай – пуриншĕн те чи хисеплĕ поэтсенчен пĕри. Эпир ун çинчен чи ăшă сăмахсем кăна калатпăр, поэт пултарулăхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Çакăн пек ырă та кирлĕ ĕç-пуç йĕркелени П.П. Хусанкай çинчен ытларах та пĕлме пулăшать кăна.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии