Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республикӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленер

14:47 24 января 2019 г.

Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем экзаменсене тӑрӑшсах хатӗрленме пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Чăваш чĕлхипе 2019 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх вариантне, кодификаторне, тӗрӗслевпе хаклав материалӗн спецификацине Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтӗнче http://gov.cap.ru/Info.aspx?id=3971595&gov_id=121&type=news&size=20т адреспа вырнаҫтарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ эпир.

Республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕп тĕллевĕ – 9 класс пĕтерекен ачан чӑваш чӗлхипе пухнӑ пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хакласси. Экзаменра ачасен тӗрлӗ хӑнӑхӑвне тӗрӗслеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗрентекенсен ачасене изложенипе сочинени ҫырма та, чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсене хуравлама та вӗрентес пулать.

Вӗрентекенсене пулӑшас тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри 2019 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче «Республикӑн пӗрлехи экзаменӗн 2018 ҫулхи результачӗсене тишкерни» семинар ирттерет.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем экзамен тытӑмӗпе, текст тишкермелли методикӑпа паллашӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ фомӑсене алла илӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетӗҫ, шкул ачисен иртнӗ экзаменра тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерӗҫ.

Семинар 10.00 сехетре пуҫланать, унччен 204-мӗш пӳлӗмре ҫырӑнмалла.  

Семинара килӗр! Экзамента «5» илтерме хатӗр пулӑр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика