11:38 25 января 2019 г.
Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Петров Николай Петрович профессор (19.01.1929 – 29.11.2008) çуралнăранпа 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ.
Сумлă чĕлхеçĕн пĕтĕм пурнăçĕ чăваш чĕлхине тĕпчессипе çыхăннă. Николай Петрович чăваш литература чĕлхин историйĕпе стилистикине, терминологийĕпе лексикографине тĕпченĕ, 170 ытла ăслăлăх ĕçĕ пичетлесе кăларнă. Профессорăн пурнăçĕ, çавăн пекех, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене хатĕрлессипе те тачă çыхăннă: чылай çул хушши Николай Петрович Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, стилистика кафедрин ертÿçинче ĕçленĕ. Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалах педагогика университетĕнчи чăваш чĕлхи кафедринче вăй хунă.
Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçине халалласа 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Раççĕй Федерацийĕнчи халăхсен тăван чĕлхине вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем тавра» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Калаçăва педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ Т.В. Денисова пуçларĕ. Вăл Н.П. Петров профессорăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, хисеплĕ çыннăмăрăн чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнчи тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕсене хатĕрлессинчи пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк пулнине палăртрĕ.
Çавра сĕтеле пухăннисем чăваш чĕлхин хальхи пурнăçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ, тăван чĕлхене шкулта вĕрентесси, чĕлхемĕре упраса хăварас тесе мĕн-мĕн тумалли тавра калаçрĕç, çак ыйтусемпе тăтăш тĕл пулса калаçмаллине палăртрĕç.
Çавра сĕтел ĕçне Вĕренÿ институчĕн наци центрĕн тата чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии