16:21 06 февраля 2019 г.
2019 çулхи нарӑс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Пайӑр ятсене тĕпчессипе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем» çавра сĕтел иртрӗ. Ăна чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн паллă кунĕсене халалланă: кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче М.Р. Федотов ҫуралнăранпа 100 çул ҫитрӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Н.И. Егоров çуралнăранпа 70 çул пулать.
Çавра сӗтеле ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансем хутшӑнчӗҫ.
Ларӑва хутшӑнакансем ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ:
1) Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин ҫумӗнче пайӑр ятсен лабораторийӗ уҫма ыйтас;
2) М.Р. Федотов ячӗпе тӗнче шайӗнче наукӑпа практика конференцийӗ ирттерме палӑртас;
3) Шупашкар хулин пӗр-пӗр урамне М.Р. Федотов профессор ятне парасси пирки сӗнӳ хатӗрлес;
4) Вӑрмар районӗн администрацине Н.И. Егоров профессора районӑн хисеплӗ гражданинӗ ятне пама ыйтас;
5) чӑваш чӗлхипе литературине шкулсенче вӗрентессин ыйтӑвӗсене ятарлӑ ҫавра сӗтелте пӑхса тухма палӑртас.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии