13:31 12 февраля 2019 г.
2019 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулин 10-мĕш вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.
Уроксем умĕн стажировкӑна пухӑннисене Светлана Владимировна Кумалькова директор вĕренÿ ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Ун хыççăн параллельлĕ 3-мĕш классенче О.Н. Яковлева «Юратнă ĕç» (Абрамова Г.В. хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнеки тăрăх), Е.Г. Лебедева «Хĕрлĕ çутă! Асăрхан!» (Блинов А.В., Егорова А.В., Николаева Л.П. хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи. Кала-ха. 3 класс» вĕренÿ кĕнеки тăрăх) темăсемпе уçă уроксем ирттерсе хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Шкул директорĕн çумĕ Ю.Е. Анисимова «Чăваш чĕлхипе класс тата шкул тулашĕнче ирттерекен ĕçсем» ăста урокĕ ирттерчĕ. Стажировкăна Шупашкар хулин 64-мĕш шкул вĕрентекенĕсем те хастар хутшăнчĕç: Т.А. Маслова «Пĕрремĕш класра хисеп ячĕсем вĕрентнĕ май хăнăхтарусемпе ĕçлесси», Е.В. Сироткина «Хула шкулĕсенче К.В. Иванов пултарулăхне вĕрентес ĕç-хĕл» ăста урокӗсемпе паллаштарчĕс.
Уроксем хыççăн «Эсир пуртан кил-çуртăм ăшă» урок тулашӗнчи ĕçе (Л.В. Анисимовăпа А.В. Егорова хатĕрленĕ) пӑхса савӑнчӗҫ.
Вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
Стажировка Шупашкар хулин 10-мĕш вăтам шкулĕ пӗлӳлӗхпе ӑсталӑха ӳстермелли центр пулнине те, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем маттуррине те ӗнентерсе пачӗ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии