10:36 04 марта 2019 г.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар хулин 37-мӗш шкулӗнче пӗтӗм хула ачисен «Çамрӑксен çитӗнӗвӗ – 2019» ӑслӑлахпа практика конференцийӗ иртрӗ.
Унӑн «Ман йӑх историйӗ. Шупашкар: ӗнер, паян, ыран» секцийӗнче эксперт шучӗпе пирӗн институтӑн регион вӗренӳ центрӗн ӗçтешӗсем – центр пуçлӑхӗ И.В. Ядранская, ӑслӑлӑх ертӳçӗ ӗçтешӗ Ю.М. Виноградов доцент тата центрӑн методисчӗ Л.А. Смирнова ӗçлерӗç.
Секци ларӑвне И.В. Ядрансакая уçрӗ, ӑнӑçлӑ докладсем тума сунчӗ. Секци ларӑвӗн пӗтмӗшӗнче ушкӑнпа докладсене сӳтсе яврӗç, вӗсен лайӑх енӗсене палӑртрӗç, çитменлӗхӗсене те кӑтартрӗç. Паллах, хӑш доклад мӗнле вырӑн йышӑнни пирки те пӗлтерӳ пулчӗ. Тухса калаçакансем çамрӑк ученӑйсене малашнехи тӗпчевре ытларах мӗн çине таянас пирки ку е вӑл сӗнӳ пачӗç, ӑнӑçу сунчӗç. Докладчиксем сертификатсем илчӗç.
Конференцин пӗтӗмлетӳ пайӗнче çӗнтерӳçӗсене тивӗçлӗ наградӑсем пачӗç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии