Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем: программăсем, вĕренÿ кĕнекисем» темăпа семинар иртрĕ

08:00 15 марта 2019 г.

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ «Çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем: программăсем, вĕренÿ кĕнекисем» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинар ĕçне Чăваш Республикинчи тата ун тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Калаçу хальхи вăхăтра шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли çĕнĕ хатĕрсем çинчен пычĕ. Центр ĕçченĕсем Инесса Ядранская тата Валентина Игнатьева вĕренĕвĕн хальхи стандарчĕсене тивĕçтерекен программăсем, вĕренÿ кĕнекисем хатĕрлес ĕç еплерех аталанса пыни çинчен каласа пачĕç, Çĕрпÿ районĕн А.А. Александров ячĕллĕ Михайловка тĕп шкул директорĕ Владимир Андреев вĕрентекенсене электрон учебниксен тĕслĕхĕсемпе тата интернет уҫлăхĕнчи чăвашла сайтсемпе паллаштарчĕç. 

Семинар ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем юлашки çулсенче хатĕрленĕ чăваш чĕлхипе литературине, культурине шкулсенче вĕрентнĕ чух усă курма май пур ĕçсемпе паллаштарчĕç, вĕсене интернет уçлăхĕнче мĕнле шыраса тупмаллине ăнлантарчĕç.

Семинара хутшăннисем унăн ĕçĕпе пурте кăмăллă юлчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика