13:17 02 апреля 2019 г.
2019 çулхи пуш уйăхĕн 11-29-мĕш кунӗсенче Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче тăван (чăваш) чĕлхе тата литературăна вĕрентекенсем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерчӗҫ. Пурĕ 30 педагог вĕренÿ модулĕсене суйласа илсе вӗренчӗҫ.
«Педагогика ĕçченĕсене çĕнĕлле аттестациленмелли çул-йĕр» ятлă пĕрремĕш модульпе вӗренекенсен професси аталанӑвӗн йӗркипе паллашрӗҫ, хӑйсен професси компетенцисене тишкерсе малалла аталанмалли плана палӑртрӗҫ.
Шкул пурнăçĕ халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăрать. Патшалăхри лару-тăру та, Федерацин патшалӑх вӗренӱ стандарчӗсем те вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистеҫҫӗ. Вӗренӳ планне «Тӑван чӗлхепе литература» предмет талккӑшне кӗртни те вӗренӳ юхӑмне урӑхларах йӗркелеме ыйтать. Ачасене вӗренме вӗрентмелле, шкулта илнӗ пӗлӱпе пурнӑҫра усӑ курма хӑнӑхтармалла. Воспитанипе аталану ӗҫне те вӑйлатмалла, мӗншӗн тесен ачасен предмет результачӗсем кӑна мар, харкамлӑх тата пур предмета та вӗренме кирлӗ результатсем пулмалла. «Тӑван чӗлхе тата литература» предмет талккӑшӗн пулмалли результачӗсем патне ҫитмелли ҫул-йӗр» модуль вӗрентекенсене шӑпах ҫав тӗллевсене пурнӑҫлама вӗрентрӗ.
Юлашкинчен вӗрентекенсем «Вĕренекенсене патшалӑхӑн чӑваш чĕлхипе ирттерекен пĕтĕмлетӳ аттестацине хатĕрленин пахалӑхне ӳстересси» модуле суйласа илчӗҫ, экзамен тытӑмӗпе, текст тишкермелли методикӑпа паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ фомӑсене алла илчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетрӗҫ, шкул ачисен иртнӗ экзаменра тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗҫ.
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Канаш районĕн Энтрияль вăтам шкулĕнче иртнĕ «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировкăра вĕрентекенсемвӗренекенсен урокри тата урок тулашӗнчи ӗҫне йӗркелес ăсталăха туптарĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии