13:19 02 апреля 2019 г.
2019 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшӗнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш шкулĕнче тăван (чăваш) чĕлхе тата литературăна вĕрентекенсем хӑйсен ăсталăхне ÿстерме пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах шкул директорĕ Осокин Александр Александровичшкул ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, чăваш чĕлхине упраса хăварас тата аталантарас ĕçре учительсен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ.
Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ А.С. Егорова çĕнĕлле аттестациленмелли ыйтусем тавра çавра сĕтел ирттернĕ хыççăн вĕренкенсем хăйсен професси компетенцийĕсене тĕрĕслерĕç.
Диагностика хыççăн учительсем виçĕ вĕренÿ модулĕ суйласа илчĕç: «Педагогика ĕçченĕсене çĕнĕлле аттестациленмелли çул-йĕр», «Тӑван чӗлхе тата литература» предмет талккӑшӗн пулмалли результачӗсем патне ҫитмелли ҫул-йӗр» тата «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли çĕнĕ технологисем».
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии