Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ иртрĕ

17:22 04 апреля 2019 г.

Паян, ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрне  ирттерчĕç. Фестивале  1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ  Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче иртрĕ.  Институтăн акт залне  район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр  тапхăрăнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 150 ачана яхăн тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче  Чăваш Республикинчи шкулсенче вĕренекенсем кăна мар, Тутар республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те  пулчĕç.

Тупăшăва хутшăнакансене   Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Степанова,  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаеев саламларĕç.

Кашни номинацирех ачасен пултарулăхне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Светлана Асамат, халăх артистки Лидия Попова, паллă юрăç Тамара Ишмуратова,  ЧППУп чăваш тата вырăс факультечĕн деканĕ Татьяна Денисова, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчи технологи уйрăмĕн ертÿçи  Наталия Войтюль, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров.Жюри членĕсем ачасен пултарулахĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿсĕсене палăртрĕç, вĕрентекенсене тав турĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика