15:41 10 апреля 2019 г.
2019 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулĕнче «Чăваш чĕлхине «Кала-ха» пособипе вĕрентесси» темăпа вĕрентекенсен республика шайĕнчи семинарĕ иртрĕ. Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ йĕркелесе ирттерчĕ.
Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене «Кала-ха» пособи авторĕсем А.В. Блинов, Л.П. Николаева, А.В. Егорова уçă уроксем кăтартрĕç, «Кала-ха» вĕренÿ комплектне кĕрекен ытти хатĕрсемпе уроксенче еплерех усă курмаллине ăнлантарса пачĕç.
Пĕтĕмлетÿ калаçăвĕнче семинара пухăннă «Кала-ха» вĕренÿ комплекчĕпе шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсем вĕренÿ комплекчĕн лайăх енĕсене палăртрĕç, авторсене ырă сĕнÿсем пачĕç, шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии