Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин наукăпа методика канашĕн ларăвĕ иртрĕ

09:45 12 апреля 2019 г.

2019-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин наукăпа методика канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ĕçе  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Ю.Н. Исаев йĕркелесе пычĕ.

Ларура пурĕ 8 ĕçĕн ал çырăвне пăхса тухрĕç. Вĕсем пурте пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме хатĕрленĕ вĕренÿ тата вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕсем.

Наукăпа методика канашĕн членĕсем пăхса тухнă пур ĕçе те ырларĕç, 7 ĕçе Чăваш кĕнеке издательствинче, 1 ĕçе Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче пичетлесе кăларма сĕнчĕç.

Наукăпа методика канашĕн ларăвĕнче пахса тухнă ĕçсем:

  1. «Тăван литература». Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 8-мĕш  класĕсенче тăван (чăваш) литературăна вĕрентмелли пособи. Авторĕсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева.
  2. «Чăваш чĕлхи». Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 6-мĕш  класĕсенче чăваш  чĕлхине вĕрентмелли пособи. Авторĕсем Л.Г. Петрова, Ю.М. Виноградов.
  3. «Чăваш литератури». Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 6-мĕш  класĕсенче чăваш литературине вĕрентмелли пособи. Авторĕсем А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова.
  4. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 8-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова.
  5. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 2-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Т.В. Артемьева, О.И. Печников, А.Р. Фёдорова.
  6. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Н.А. Краснова, Е.А. Мулюкова, М.М. Албутова, Е.Н. Николаева.
  7. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 7-мĕш  класĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕх кăтартăвĕсем. Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ. Авторĕсем Н.А. Краснова, Е.А. Мулюкова, Е.Л. Анисимова, З.Н. Поясова.
  8. «Чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленесси». Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕ.  Авторĕсем А.С. Егорова, Ю.М. Виноградов.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика