18:42 17 апреля 2019 г.
Чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика шайĕнчи конкурсĕнкĕретсĕр тапхăрĕ иртрĕ.
Кĕретсĕр тапхăра конкурсантсем çак материалсене тăратрĕç: «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе, меслетлĕхпе çырнă ĕçсем (меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем), чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн (занятин) видеофрагменчĕ, урокăн (занятин) видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерни.
Конкурсăн кĕретсĕр тапхăрне пурĕ 41 педагог хутшăнчĕ, вĕсенчен ача сачĕнчи педагогсем – 18, шкул вĕрентекенĕсем – 23.
Жюри кĕретсĕр тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса 9 çĕнтерÿçĕ палăртрĕ.
Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:
-Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле районĕн Якуртушкăнь вăтам шкул вĕрентекенĕ,
-Васильева Оксана Георгиевна, Шупашкар хулин 38-мĕш шкул вĕрентекенĕ,
-Карасева Светлана Николаевна, Муркаш районĕн «Золушка» 14-мĕш ача сачĕн педагогĕ,
-Краснова Олеся Юрьевна, Шупашкар хулин 203-мĕш ача сачĕн педагогĕ;
-Николаева Ирина Юрьевна, Канаш хулин 3-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ,
-Орлова Татьяна Николаевна, Йĕпреç районĕн Пучинке ача сачĕн педагогĕ,
-Семенова Людмила Алексеевна, Шăмаршă вăтам шкул вĕрентекенĕ,
-Серебрякова Юлия Александровна, Чĕмпĕр хулин Губернатор лицей вĕрентекенĕ,
-Сироткина Елена Вячеславовна, Шупашкар хулин 64-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ.
Конкурсăн кĕретлĕ тапхăрĕ 2019 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш вăтам шкулĕнче иртет. Конкурс 10 сехетре пуçланать.
Кĕретлĕ тапхăрта конкурсантсен:
1) 15-20 минутлă урок (заняти) фрагменчĕ кăтартмалла;
2) «Чăваш тумĕ – подиум çинче» кăтартăва хутшăнмалла (учителĕн хăй тăхăннă чăваш тумĕ çинчен каласа памалла).
Чи нумай балл пухнă педагог çĕнтерÿçĕ пулать, ытти конкурсантсем тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем пулĕç.
Çыхăну адресĕ:
428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ).
Телефон: 88352 58-46-44.
E-mail: chrio6@cap.ru .
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии