Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш диктантне Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче çырнисен результачĕсем хатĕр

16:55 25 апреля 2019 г.

2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ.

Диктант çырма пухăннă вĕрентекенсене, шкул ачисемпе колледжсен студенчĕсене, тĕрлĕ организаципе учреждени ĕçченĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, этнокультура вĕрентĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова, диктант тексчĕн авторĕ Владислав Николаев саламларĕç.

Диктант текстне Вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн ертÿçи Инесса Ядранская вуларĕ.

Диктант çыракансем чăваш театрĕпе кино актрисине, чăваш çыравçине, чăваш халăх культурин паллă ĕçченне – Тани Юна – халалланă текст кăсăклă пулнине палăртрĕç.

Тани Юн «Чăвашкино» студи ӳкернĕ нумай чăваш фильмĕнче ӳкерĕннĕ артистка пулнине тепĕр хут аса илчĕç. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш чăваш фильмĕ «Атăл пăлхавçисем (Волжские бунтари)» ятлă пулнă. Кунта Тани Юнăн пĕчĕк роль кăна пулнă, вăл çĕтсе кайнă ачана шыракан амăшĕн рольне ăста вылянă. Ытти кинолентăра вăл тĕп рольсене вылянă: ача амăшĕ («Атăл пăлхавçисем», 1926), Сарпике («Сарпике», 1927), Уркка («Хура юпа», 1928), Марье («Ял», 1928), Таиса («Апайка», 1929), Колхоз председателĕ («Асту», 1932).

Вĕренÿ институтĕнче пĕтĕмпе 81 çын диктант çырчĕ, 41 çын «5», 17 çын «4», 23 çын «3» илчĕ.

Диктант çырма кăмăл тунисене тепĕр хут Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Диктант результачĕсем...

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика