Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конкурса пĕтĕмлетрĕҫ

15:57 26 апреля 2019 г.

Паян, 2019 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче,  Шупашкар хулин 40-мĕш вăтам шкулĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика шайĕнчи конкурсне ирттерчĕ.

Чăваш чĕлхишĕн чун парса ĕçлекенсене саламлама Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Николаевна Федорова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Владимировна Петрова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи Геронтий Лукиянович Никифоров килсе çитрĕç.  

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрне 9 учитель хутшăнчĕ:

Албутова Надежда Михайловна, Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь вăтам шкул вĕрентекенĕ;

Васильева Оксана Георгиевна, Шупашкар хулинчи 38-мĕш шкул вĕрентекенĕ;

Карасева Светлана Николаевна, Муркаш районĕнчи «Золушка» 14-мĕш ача сачĕн педагогĕ;

Краснова Олеся Юрьевна, Шупашкар хулинчи 203-мĕш ача сачĕн педагогĕ;

Николаева Ирина Юрьевна, Канаш хулинчи 3-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ;

Орлова Татьяна Николаевна, Йĕпреç районĕнчи Пучинке ача сачĕн педагогĕ;

Семенова Людмила Алексеевна, Шăмăршăри вăтам шкул вĕрентекенĕ;

Серебрякова Юлия Александровна, Чĕмпĕр хулинчи Губернатор лицейĕн вĕрентекенĕ;

Сироткина Елена Вячеславовна, Шупашкар хулинчи 64-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Конкурса хутшăнакансем икĕ номаницере тупăшрĕç: «ăстаçă урокĕ» тата чăваш тумне кăтартас ăсталăх. Конкурс çĕнтерÿçи Краснова Олеся Юрьевна, Шупашкар хулин 203-мĕш ача сачĕн педагогĕ, пулса тăчĕ. Саламлатпăр!

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика