08:19 15 мая 2019 г.
2019 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿре усă куракан çĕнĕ технологисен центрĕнче республикăн пĕрлехи экзаменне хатĕрленессипе вебинар иртрĕ. Унта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата кăçал республикăн пĕрлехи экзаменне тытма кăмăл тунă вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах центр директорĕ Г.Ю. Арзамасцева вебинара хутшăнакансене саламларĕ,чăваш чĕлхипе тытакан экзаменăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.
Унтан этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин доценчĕ А.С. Егорова экзамен тытӑмӗпе, тест ыйтӑвӗсене хуравлас тата изложенипе сочинени ҫырас уйрăмлăхсемпе паллашттарчĕ, шкул ачисен иртнӗ экзаменра тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗ, вебинара хутшăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Вебинар материалне «Наци вĕренĕвĕ. Национальное образование» баннерта http://chrio.cap.ru/sitemap.aspx?id=2815293 адреспа вырнаçтарнă.
Аса илтеретпĕр, чăваш чĕлхипе 2019 çулта тытмалли республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тĕслĕх варианчĕпе, кодификаторĕпе, тӗрӗслевпе хаклав материалӗн спецификацийĕпе Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтӗнче http://gov.cap.ru/Info.aspx?id=3971595&gov_id=121&type=news&size=20т адреспа паллашма пулать.
Усă курăр, экзамента чи пысăк балл пуçтарма хатĕрленĕр.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии