08:50 17 мая 2019 г.
2019 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Тренкасси вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедри йĕркелерĕ.
Ишова Альбина Валентиновна (Шупашкар районĕ, Тутаркасси вăтам шкул вĕрентекенĕ) «Çуралнă кун» темăна 5-мĕш класра вĕрентесси», Ираида Аркадьевна Фомина (Шупашкар районĕ, Тренкасси вăтам шкул вĕрентекенĕ)«Геннадий Айхин „Çын тата сцена» сăвă тĕп шухашĕ” темăна 6-мĕш класра вĕрентесси», Галина Витальевна Кузьмина (Шупашкар районĕ, Тренкасси вăтам шкул вĕрентекенĕ)«Пĕр ыйту – çĕр хурав» темăна 9-мĕш класра вĕрентесси», Кудрявцева Мария Ивановна (Шупашкар районĕ, Вăрман-Çĕктер вăтам шкул вĕрентекенĕ) «Федор Решетниковăн „Калле иккĕ!» темăна 6-мĕш класра вĕрентесси», Иванова Светлана Юрьевна (Шупашкар районĕ, Кукеç 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ) «„Сарри паттăр”халапри истори йĕрĕ» темăна 8-меш класра вĕрентесси» Московцева Анжела Юрьевна (Шупашкар районĕ, Мăнал вăтам шкул вĕрентекенĕ) «Ырă çын пулар (Порфирий Афанасьеван „Çынна ырă ту” тата Александр Лесныхăн „Доброе дело” сăввисен темипе тĕп шухашĕ» темăна 6-меш класра вĕрентесси» уçă урокӗсем ирттерчĕç.
Уçă уроксем хыççăн стажировкăна пынă курсантсем шкул историйĕн пÿлĕмĕпе пллашрĕç. Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене тишкерчĕç. Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии