14:20 21 мая 2019 г.
2019 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Муркаш районӗн Мӑн Сӗнтӗрпе Станьял тата Мари Республикин Кулаково ялĕсенче регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийӗ иртрӗ.
Форум Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тата Мари Республикин В.М. Васильев ячĕллĕ чĕлхе, литература тата истори институчĕн пĕрлехи пĕрремĕш проекчĕ шутланать. Ăна Атăлçи тăрăхĕнчи икĕ халăхăн туслă хутшăнăвĕсене тĕпчес тĕллевпе йĕркеленĕ. Наука ӗҫченӗсем тӗрӗкпе финно-угор халӑхӗсен йышӗнчи расна чӗлхепе калаҫакан чӑвашпа мари ҫыннисен культурин пуянлӑхӗпе паллаштарчĕç, чылай ӗмӗр кӳршӗллӗ пурӑнакан халӑхсем пӗр-пӗрин чĕлхипе культурине витӗм кӳнине палӑртрĕç.
Конференцие Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ĕçченĕсем те хутшăнчĕç: А.С. Егорова «Чăваш топонимийĕн мари сийĕ», Н.Г. Иванова «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен литературине шкулта вĕрентесси» темăсемпе доклад турĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии