Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкар хулин Геннадий Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкулĕ – пӗлӳлӗхпе ӑсталӑха ӳстермелли центр

15:01 30 мая 2019 г.

2019 çулхи çу (май) уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕрентĕвĕ кафедри йĕркелерĕ.

Л.П. Николаева (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) „Кала-ха: 3 класс“ вĕренÿ кĕнекирнчи 37-мĕш урок материалĕпе «Çĕнĕ сăмахсемпе паллаштари» уçă урок, Н.И. Егорова (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) «Шкул вĕренĕвĕнче усă куракан педагогикăри çĕнĕ технологисем», Р.А. Иванова (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн пуçламăш класс вĕрентекенĕ) «Тăван (чăваш) литература вулавĕ урокĕсенче ачасен палăртуллă вулавне аталантарасси», Л.Н. Данилова (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) «Аслă классенчи чăваш литератури урокĕсенче культурăсене тĕпе хурса вĕрентес концепцин ăслайĕсем», А.В. Иванова (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн пуçламăш класс вĕрентекенĕ) «Театрализаци мелĕн ăсталăхĕпе класс тата урок тулашĕнче усă курасси», К.Ю. Порфирьева (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн пуçламăш класс вĕрентекенĕ) «“Хавхалану“ литература альманахĕн тĕллевĕсемпе задачисем», М.В. Мурзакаева (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) «“Музей педагогики“ концепци: Г.Н. Волков ячĕллĕ музей класс йĕркелес çул-йĕр» ăста урокӗсем ирттерчĕç.

Стажировкăна килнĕ учительсем урок хыççăнхи ĕç-хĕле йĕркелес майсемпе паллашрĕç: панă хайлавпа инсценировка выляса пачĕç, сăвă (синквейн) çырчĕç, илемлĕ хайлав сюжетне ÿкерчĕклесе планларĕç.

Шкул ачисен çыхăнуллă пуплевне аталантарас ăслайсене алла илчĕç: суйласа илнĕ сăвă текстне смайлик ÿкерчĕкĕпе пĕр килтерсе тĕрлĕ эмоципе палăртуллă вулав ăсталăхне алла илчĕç. Пуплеве йĕркелемелли сасă хатĕрĕсемпе Людмила Николаевăн „Денис çухатавĕ“ сăвва юратса, мăн кăмăлланса, макăрса, тĕлĕнсе, хавасланса, именсе, хурланса, хăраса, савăнса, вăтанса вулама вĕренчĕç. Çак сăввах „робот”, „диктор”, „ашапатман”, „Баба Яга”, „репер” сăнарĕ урлă пуплев юхăмĕн хăвăртлăхне (темпоритмĕпе) лартса сасă тăвакан хатĕрсене тĕрĕс ĕçлеттерме, тĕрĕс сывлама, пуплев кĕвĕлĕхĕпе тата сасă анлăшĕпе усă курма вĕренчĕç.

Урокпа ăста урокĕсем хыҫҫӑн стажировкӑна пухӑннисем шкулпа паллашрӗҫ. Ун хыҫҫӑн пурте «Эй, выляр-и, эй, юрлар-и те ташлар-и“!» урок тулашӗнчи ӗҫе пӑхса савӑнчӗҫ. Ӑна ирттерме шкул ачисемпе пӗрле Л.П. Николаева, Н.И. Егоровавӗрентекенсем хастар хутшӑнчӗҫ.

Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок тата ăста урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.

Стажировка 62-мĕш вăтам шкул пӗлӳлӗхпе ӑсталӑха ӳстермелли центр пулнине те, шкулта ĕçлекен пуçламăш класс тата чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем ҫав тери маттуррине те ӗнентерсе пачӗ.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика