Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерьте хаваслă линейка иртрĕ

17:26 05 июня 2019 г.

Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Çăлтăрсен ушкăнĕ/ Созвездие» лагерьте  2019 çулхи пĕрремĕш смена уçăлнине халалланă хаваслă линейка иртрĕ. Лагерьте пурăнакан ачасене нумай функциллĕ «Çăлтăрсен ушкăнĕ» центрĕн тĕп директорĕ Александр Портнов, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ĕҫченĕ Инесса Ядранская, «Чăваш Ен» фондăн президенчĕ Михаил Федотов саламларĕç.

Инесса Ядранская «Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерьте кăçалхи ҫул иккĕмĕш хут «Эпĕ нумай чĕлхе пĕлетĕп» профиль смени ĕҫленине палăртрĕ. Ун программипе килĕшӳллĕн ачасем нумай нациллĕ Раççейĕн культурипе, халăхсен йăли-йĕркипе тата авалтан юлнă традицийĕпе паллашĕҫ. Профильте ачасене асра юлмалли уявсем, кăсăк ĕç-пуç, час-час аса илмелли пулăмсем, манăçми хаваслă самантсемпе тулли кунсем, туссемпе, интереслĕ çынсемпе ирттерекен хутшăнусем, асран тухми сехетсемпе минутсем кĕтеççĕ.

Михаил Федотов «Чăваш Ен» фонд малалла та «Тĕл пулма тунă утăм/Шаг навстречу» проектпа ĕçленине пĕлтерчĕ. Аслăрах ачасем кĕçĕннисене шефа илĕç, вĕсене пулăшса пырĕҫ.

Хаваслă линейка хыççăн отрядсем лагерь ачисемпе вожатăйĕсем  хатĕрленĕ концертра пулчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика