17:55 20 июня 2019 г.
«Çăлтăрсен ушкăнĕ»/«Созвездие» лагерьте «Эпĕ – полиглот» смена малалла тăсăлать. Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче кунта чĕлхесен фестивалĕ иртрĕ.
Тĕрлĕ халăх культури ҫинчен, чĕлхе вăрттăнлăхĕсем ҫинчен ачасене Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ĕҫченĕ Артём Федоринчик, Шупашкар хулин 57-мĕш шкул вĕрентекенĕсем Маргарита Баринова, Магарита Иванова, «Ăнăçу чĕлхи» ют чĕлхесен шкулĕн вĕрентекенĕ Мария Шнайд, чĕлхесемпе кăсăкланакан Андрей Григорьевский каласа пачĕҫ.
Мария Шнайд ачасене иврит тата фин чӗлхипе паллаштарчӗ, Андрей Григорьевский акӑлчан чӗлхи тата эсперанто пирки каласа пачӗ, Маргарита Бариновăпа Магарита Иванова чăваш чĕлхин илемĕпе вăрттăнлăхне кăтартма пултарчĕҫ. Артём Федоринчик «Чӗлхе пӗлӗвӗн хӑнӑхтарӑвӗсем» мастер-класс ирттерчĕ. Тĕл пулусем çав тери ăшă лару-тăрура иртрĕç. «Çăлтăрсен ушкăнĕ» лагерьте канакан ачасем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕҫ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии