Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » „ЧĂВАШ ЧĔЛХИ – ИНФОРМАЦИ УҪЛĂХĔНЧЕ. ЭЛЕКТРОН ВĔРЕНӲ КĔНЕКИСЕМ“ секци ларăвĕ иртрĕ

12:16 20 августа 2019 г.

Паян вĕренÿ ĕçченĕсен республика конференцийĕн программипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхиллĕ шкулсенче пуçламăш классене вĕрентекенсен муниципалитетсенчи методика пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, пуçламăш класс вĕрентекенĕсем „Чăваш чĕлхи – информаци уҫлăхĕнче. Электрон вĕренӳ кĕнекисем“ секцие пуçтарăнчĕç.

Секци ларăвне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн директорĕ Инесса Владимировна Ядранская уçрĕ, ĕçтешсене вăл „Вĕренÿ“ наци проекчĕпе паллаштарчĕ.Унтан вăл Валентина Ивановна Игнатьевăпа, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес методика лабораторийĕн ертÿçипе пĕрле, вĕрентекенсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли ҫĕнĕ хатĕрсем çинчен каласа пачĕ.

Хальхи вăхăта Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ „Просвещение“ издательствăпа пĕрле 8 электрон вĕренÿ кĕнеки хатĕрленĕ (вырăс шкулĕ валли – „Чăваш чĕлхи, 1 класс“, „Чăваш чĕлхи, 2 класс“, „Чăваш чĕлхи, 3 класс“ „Чăваш чĕлхи, 4 класс“ (авторĕсем Игнатьева В.И., Чернова Н.Н., Николаева Л.В., чăваш шкулĕсем валли – „Чăваш букварĕ“, „Чăваш чĕлхи, 2 класс“, „Чăваш чĕлхи, 3 класс“ „Чăваш чĕлхи, 4 класс“ (авторĕсем Артемьева Т.В., Сергеев Л.П. тата ыт.те). Кунта кĕнекен хут версийĕ те, хушма материал та, итлемелли, çырса пурнăçламалли, суйласа илмелли хăнăхтарусем, тĕрĕслев ĕçĕсем тата ыт.те пур.

Малалла та „Просвещение“ издательствăпа пĕрле электрон вĕренӳ хатĕрĕсем, вĕренÿ кĕнекисем (чăваш халăх историйĕне, тавралăхне сăнлакан кĕнекесем) хатĕрлесси пирки вĕрентекенсене Юрий Николаевич Исаев, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ тата Анна Владимировна Бросман, „Просвещение“ издательствăн регион директорĕ каласа пачĕç. Вĕсем вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламларĕç,  çĕнĕ технологисем вĕрентекенсемшĕн пулăшу пулассине шаннине палăртрĕç.

Хатĕр электрон вĕренӳ кĕнекисен тытăмĕ пирки Владимир Юрьевич Андреев, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл информаци уçлăхĕнче вĕрентекенсене кирлĕ çĕнĕлĕхсене епле тупмаллине пĕлтерчĕ.

Электрон вĕренÿ кĕнекисемпе урокра учителĕн епле усă курмалла-ха? Ĕç опычĕпе Тамара Георгиевна Чашкова, Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен паллаштарчĕ. Тамара Георгиевна çирĕм çул ытла тăван чĕлхене интерактивлă меслетсемпе, паянхи кун пурнăç ыйтакан цифрăллă вĕренÿ хатĕрĕсемпе усă курса вĕрентессине тимлет. Секци ларăвĕнче те вăл вĕрентекенсене электрон вĕренÿ кĕнекипе еплерех ĕçлемеллине кăтартса пачĕ.

Паян кун Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ электрон вĕренÿ кĕнекисене шкулсене çитерессипе ĕçлет. Çак ĕçе йĕркелесе пыраканĕ центр методисчĕ Лариса Алексеевна Смирнова шкулсенчи яваплă çынсен электрон хатĕрсене ачасем патне мĕнле çитермеллине, компьютерсем çине мĕнле вырнаçтармаллине ăнлантаса пачĕ.

Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре электрон вĕренÿ кĕнекисен кирлĕлĕхне, вĕрентÿ ĕçĕнче вĕсемпе анлăн усă курмаллине палăртрĕç секци ларăвне пуçтарăннисем.

#педсовет21

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика