13:00 28 августа 2019 г.
2019 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Шупашкар хулин шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕн професси аталанăвĕ» дискусси лапамĕ ĕçлерĕ. Ăна Шупашкар хулин мониторинг тата вĕренÿ аталанăвĕн центрĕн методисчĕ Надежда Юрьевна Гордеева ертсе пычĕ.
Чи малтанах чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн ертӱçи Зоя Лукина пĕрлешӱ ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчёт турĕ. Зоя Нестеровна ассоциаци çумĕнчи пултарулăх лабораторийĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ, малалла та çавăн пекех ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
«Вĕренӱ» наци проекчĕ çинчен Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри ертӱçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова каласа пачĕ. Анна Семеновна çавăн пекех кафедра ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
Ун хыççăн вĕрентекенсем хăйсем ертсе пыракан лаборатори ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕç, ĕçре пухнă паха опытпа паллаштарчĕç.
Ĕçлĕ тĕл пулу усăллă та тухăçлă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии