13:24 27 сентября 2019 г.
2019 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшӗнче Чăваш Республикин вĕренӱ институтĕнче тăван (чăваш) чĕлхе тата литературăна вĕрентекенсем хӑйсен ăсталăхне ÿстерме пуçтарăнчĕç.
Чăваш Республикин ял шкулĕнче ĕçлекен вĕрентекенсем «Тăван чĕлхе тата литература» предмет талккăшĕн содержанине пурнăçа кĕртмелли çул-йĕр» программăпа килĕшӱллĕн нумай чĕлхелĕх тавралăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес уйрăмлăхсемпе паллашĕç, ФГОСа тивĕçтерсе хатĕрленĕ çĕнĕ вĕренӱ хатĕрĕсемпе ĕçлеме хăнăхĕç, чĕлхепе литературăна вĕрентмелли çĕнĕ технологисене алла илĕç, урок тата урок тулашĕнчи ĕçе йĕркелес хăнăхăва туптĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии