17:02 30 сентября 2019 г.
2019 çулхи авăн уйăхěн 28-мěшěнче Чăваш Республикин вěренӳ институтěнче «Театрăн асамлă тěнчи» ятпа сочинени конкурсě иртрě. Конкурса муниципалитет шайěнче çěнтернě 8–11 класс ачисем хутшăнчěç. Пěтěмпе 47 ача килчě.
Тӳрех каламалла: Шупашкарта вăйлисенчен вăйлисем пулчěç. Кашни ача тăрăшрě. Çакă сочинени валли уйăрнă вăхăтпа ачасем туллин усă курнинче, тимлěхре палăрчě.
Малашне сочиненисем сахал пулмěç. Çавăнпа та çитменлěхсене палăртса хăварăпăр. Йăнăшсем темăна уçса парас манерта та, пуплевре те, грамматикăра та, орфографипе пунктуацире те палăрчěç.
Сочинени çырма 2 тема сěнчěç: «Мухтав сана, чăваш театрě» (8–9 классем), «Театр… Маншăн мěн вăл?» (10–11 классем). Кашни темăрах театр сăмах пур пулин те темăсем расна. Çавăнпа та сочиненисем те расна пулмалла. Апла пулин те чылай сочинени пěр пек пулса тухнă. Ача хăйěн теминчен туха-туха кайса çырни палăрать.
Пуплев йăнăшěсем те тěл пулаççě. Тěслěхсем: Театр çынна тарăнлатса, сарса ярать (танл.: Театр çыннна тарăн та ирěклěн шухăшлама хистет.); тăлмач пулса ěçленě (талмачра ěçленě); 300 ытла хěр хушшинчен 8-ăшне кăна суйласа илнě (300 ытла хěр йышěнчен 8-ăшне кăна суйласа илнě).
Граммматика йăнашěсем те пур: Эпир «Вěри юнлă çемçе чун» спектакль кайса курнăччě (Эпир «Вěри юнлă çемçе чун» спектакль кайса куртăмăр); иртнě вĕренес çул (иртнě вěренӳ çулě); хăйне валли (хăй валли); чăваш шкула (чăваш шкулне); тěрлěрен премисем (тěрлě преми).
Орфографи йăнашěсем: Ленинградт (Ленинград пулмалла), Чăваш республики (Чăваш Республики); пултаруллăх (пултарулăх), килěшеть (килěшет).
Пунктуацире йăнăш тесе -сан(-сен) аффикслă деепричасти ушкăнěсене сăлтавсăр уйрăмлатнине, хутлă предложенин пайěсем хушшине точка лартса малалла анчах, мěншěн тесен союзсене пысăкран пуçласа çырнине кăтартмалла. Тӳрě тата тӳрě мар пуплеве пăтраштарни тěл пулать: чарăну паллисем лартман (тӳрě мар пуплевлě предложенири пек), анчах предложение тӳрě пуплевлě туса çырнă (тесе глагола манса хăварнă).
Йăнăшсем малашне пулмěç тесе шанатпăр.
Çěнтерӳçěсене саламлатпăр.
Яланах хастар та мал ĕметлĕ пулма сунатпăр!
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии