Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ресурс центрӗсем кăçал та ӗҫлеҫҫӗ

10:05 04 октября 2019 г.

Пĕлтĕрхи юпа уйӑхӗнче республикӑри чылай шкула ресурс центрӗсем пулнине ӗнентерекен свидетельствӑсем панине пурте ас тӑватпӑр ӗнтӗ.

2019 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче ҫав центрсенчен пӗринче, Шупашкар районĕн Янӑш вăтам шкулĕнче, «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри йĕркелерĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене çăкăр-тăварпа, сăвă-юрăпа кĕтсе илнĕ хыççăн шкул директорĕ Ирина Борисовна Васильева саламларĕ, кĕскен шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Ун хыççăн хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. «Тăван чĕлхе тата литература» предмет талккăшĕн содержанине пурнăçа кĕртмелли çул-йĕр» программăпа хăйсен квалификацине ӱстернĕ вĕрентекенсем хăйсем мĕн вĕреннине уçă тата ăста урокĕсемпе çирĕплетрĕç. Чи малтанах Элĕк районĕн шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уçă уроксем пачĕç. Мăн Выл шкулĕн вĕрентекенĕ Галина Ивановна Иванова 5-мӗш класра «Антонимсем», Юнтапа шкулĕн вĕрентекенĕ Вера Петровна Нестерова 5-мӗш класрах «А. Васильевăн «Ҫĕн кайăкпа кантраллă кукăль» хайлаври ĕçсен йĕрки, сăнарсем», Шĕмшеш шкулĕн вĕрентекенĕ Майя Анатольевна Никитина 8-мӗш класра «Подлежащи» темăсемпе уçă уроксем ирттерчĕç, хăйсен пухнă паха опытпа паллаштарчĕç. Шупашкар районĕн Мăнал шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анжела Юрьевна Московцева ирттернĕ ăста урокĕнче вĕрентекенсем А. Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» хайлавне рэп вуласа вĕрентес хăнăхăва алла илчĕç, рэп вуласа вĕрентни урока хаваслăрах кăна мар, тухăçлăрах та ирттерме пулăшнине ăнланса илчĕç, ку вулав хăвăртлăхне ӱстермелли мелсенчен пĕри пулнине палăртрĕç. Елчĕк районĕн Аслă Елчĕк шкулĕнче чăваш литератури вĕрентекен Любовь Германовна Адюкова вара хăйĕн ăста урокĕнче буктрейлер тăвас уйрăмлăхсемпе, ачасем тата хăй ăсталанă буктрейлер тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ.  

Уроксем хыҫҫӑн пурте Янăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Вера Энгельсовна Васильева ертсе пынипе хатĕрленĕ «Унăн ячĕ сӱнмĕ нихăçан» урок тулашӗнчи ӗҫе пӑхса савӑнчӗҫ. Ӑна ирттерме шкул ачисемпе пӗрлех Наталья Вячеславовна Магазеева, Марина Вениаминовна Васильева, Андрей Кронидович Александров (Янăш шкулĕн вĕрентекенесем), Евгений Александрович Майков (Кăшавăш шкулĕн чăваш чĕлхипе литературивӗрентекенĕ) хастар хутшӑнчӗҫ.

Чӑвашсен кӗвӗ инструменчӗсене ӑсталаканӗ, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн пайташӗ Николай Андреевич Фомиряков хăйĕн ăста урокĕнче пурне те кӗвӗ ӑста каласа тӗлӗнтерчӗ, хӑй ӑсталанӑ инструментсемпе паллаштарчӗ, шăхлич калама вĕрентрĕ.

Чăваш сăвви-кĕввине итлесе савăннă хыççăн Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин ертӳҫи А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.

Директорăн урок тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе пыракан заместителĕ Марина Вениаминовна Васильева стажировкӑна пухӑннисене шкулпа паллаштарнă хыççăн Янăш шкулĕнче ачасене вĕрентме тата аталантарма пур майсем те çителĕклине вĕрентекенсем хăйсем курса ĕненчĕç.

Стажировка пуриншĕн те усăллă тата тухăçлă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика