10:30 21 октября 2019 г.
2019 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕрентĕвĕ кафедри йĕркелерĕ.
И.В. Диарова (Шупашкар хулин 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) „Кала-ха: 2 класс“ вĕренÿ кĕнекинчи 38-мĕш урок материалĕпе «Кăнтарла. Шкулта» 2-мĕш класс ачисемпе, Р.А. Иванова (Шупашкар хулин 62-мĕш шкулта пуçламăш класс вĕрентекенĕ) «Тăван (чăваш) литература вулавĕ урокĕсенче ачасен палăртуллă вулавне аталантарасси», А.П. Игнатьева (Шупашкар хулин 12-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) «Манăн хула» темăпа 5-мĕш класс ачисемпе, С.В. Тяхмусова (Шупашкар районĕнчи Çĕньял культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи) «Чăваш ташшин хусканăвĕсемпе урокра кану саманчĕсем ирттересси», Л.Н.Александрова (Шупашкар хулин 61-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) «Пуçламăш класс ачисене хатĕрлемелли урок тата шкул тулашĕнчи ĕç-хĕл уйрăмлăхĕсем», И.В. Матьянова (Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасене вĕрентекен 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) «Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче скрайбинг технологипе усă курасси», А.М. Степанов (Шупашкар хулин 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) «Чăваш чĕлхи урокĕсенче юрă материалĕпе усă курасси» уçă уроксемпе ăста урокӗсем ирттерчĕç.
Стажировкăна килнĕ учительсем тăван чĕлхе техĕмне, туйăмне урок хыççăнхи ĕç-хĕле йĕркелес майсемпе паллашрĕç, чăваш ташшин элеменчĕсемпе кану саманчĕ ирттерчĕç, хăйсем вĕрентекен ачасем валли наукăпа практика конференцине хутшăнмалли темăсем шухăшласа тупрĕç, 33-мĕш шкул ачисемпе пĕрле вылярĕç, кулчĕç, ăсталăха туптарĕç.
Шкул ачисен çыхăнуллă пуплевне аталантарас ăслайсене уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç: суйласа илнĕ сăвă текстне смайлик ÿкерчĕкĕпе пĕр килтерсе тĕрлĕ эмоцисемпе палăртуллă вулав ăсталăхне алла илчĕç. Пуплеве йĕркелемелли сасă хатĕрĕсемпе Людмила Николаевăн „Денис çухатавĕ“ сăвва юратса, мăнкăмăлланса, макăрса, тĕлĕнсе, хавасланса, именсе, хурланса, хăраса, савăнса, вăтанса вулама вĕренчĕç. Çак сăввах „робот”, „диктор”, „ашапатман” (тухатмăш), „репер” сăнарĕ урлă пуплев юхăмĕн хăвăртлăхне (темпоритмĕпе) лартса сасă тăвакан хатĕрсене тĕрĕс ĕçлеттерме, тĕрĕс сывлама, пуплев кĕвĕлĕхĕпе тата сасă анлăшĕпе ĕçлеме вĕренчĕç.
Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура уçă урок тата ăста урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
Стажировка 33-мĕш вăтам шкул пӗлӳлӗхпе ӑсталӑха ӳстермелли центр пулнине те, шкулта ĕçлекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем ҫав тери маттуррине те ӗнентерсе пачӗ.
Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии