09:18 23 октября 2019 г.
Унăн ÿкерчĕкĕсенче – авалхи чăваш этемми, стилизациленĕ йывăç-курăк, пулма пултарайман чĕр чун. Куракан вĕсенче тÿрех мифологи шырама тытăнать. Тĕпчевçĕсем унăн ăсталăхне этнофутуризм тесе палăртаççĕ. Авторĕшĕн хăйшĕн вара ку – чăнлăх, чăн пурнăç, чăн тĕнче. Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче савăнăçлă лару-тăрура телĕнмелле чăваш ÿнерçин, Станислав Юхтарăн, тĕлĕнмелле куравĕ уçăлчĕ.
– Вĕренÿ институтĕнчи курав – ман пурнăçăн пĕр сыпăкĕ кăна. Пуçламăшĕнче, ÿнерçĕ çулĕ çине тăнă чухне сас паллисем вĕреннĕ пекех, пейзажĕ те, портречĕ те, натюрморчĕ те пулнă. Хама шыраса пур енĕпе те тĕрĕслесе пăхаттăм. Ярт портретсемпе ĕçлес килнĕ тапхăрсем те пулнă. Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ шкулĕнчи ачасене нумай ÿкереттĕм. Хам вĕрентнĕ ачасем мана питĕ илемлĕ туйăнатчĕç. Мĕн ÿкернине хăйсенех парнеленĕ. Хамра, шел пулин те, пĕри те юлман. Халь те шкулта кĕске вахăтра пĕр-пĕр портрет-ÿкерчĕк туса хуратăп. Ачи тĕлĕнет, савăнать. Вара мĕнле-ха парнелеместĕн!? – тет Станислав Николаевич хăй.
Курав уçăлнă ятпа Станислав Юхтара саламлама ĕçтешĕсем, ÿнер пĕлĕвçисем, институтра пĕлĕве ÿстерекенсем пухăнчĕç. «Юхтар тĕнчи питĕ хăйне евĕрлĕ, вăл пире пĕр енчен асамлăхпа тыткăнлать, тепĕр енчен чăвашăн пин-пин çул аваллăхне илсе каять, иртнине тата паянхине çивĕчрех туйма вĕрентет», – терĕç тухса калаçакансем. Унăн ăсталăхне ÿнер шкулĕсенче мĕн вĕрентнине тĕпрен пăрахăçласа хăйсен çул-йĕрĕпе кайнă Анатолий Миттовпа тата Юрий Зайцевпа танлаштарчĕç, «Анчах та Станислав Юхтар чăваш тĕнчине ÿнер урлă çапла тарăннăн ăнлантаракан пĕртен-пĕрре, чăвашра кăна мар, ун пек юхăмпа ĕçлекенсем пĕтĕм тĕнчере те сайра», – терĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев.
Станислав Юхтар пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес килсен «Халăх шкулĕ – Народная школа» журналăн кăçалхи 5–6-мĕш номерĕсене вулăр. Унта художник панă анлă интервью пичетленсе тухать.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии