18:48 25 октября 2019 г.
2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институтӗнче
«Реклама тӗнчи» конкурс иртрӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене 8 номинаципе палӑртрӗҫ:
– «Чи лайӑх буклет»;
– «Чи лайӑх афиша»;
– «Чи лайӑх буктрейлер»;
– «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;
– «Чи лайӑх социаллӑ плакат»;
– «Шупашкар 550 çул тултарнине халалланă чи лайăх социаллă реклама»;
– «Чи лайӑх коммерци реклами»;
– «Чи лайӑх видеоролик».
Конкурс хыҫҫӑн Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн преподавателĕ А.С. Абрамов реклама хатĕрлес вăрттăлăхсемпе паллаштарса ăста урокĕ ирттерчĕ.
Çӗнтерӳҫӗсене чӗререн саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии