13:30 27 декабря 2019 г.
2019 çулхи раштав уйăхĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсем валли чăвашла вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕсем хатĕрлеме пултарулăх ушкăнĕ йĕркелерĕ. Ушкăна Чăваш Республикин тĕрлĕ районĕсенчи ача сачĕсенче вăй хуракан пултаруллă воспитательсем пуçтарăнчĕç.
Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче пултарулăх ушкăнĕн пĕрремĕш пухăвĕ иртрĕ. Пуху ĕçне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн чăваш чĕлхипе литератури меслетлĕхĕн лабораторийĕн ертÿçи Игнатьева В.И. тата педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕн кафедрин доценчĕ Доброва Н.В. йĕркелесе пычĕç. Калаçу шкул çулне çитмен ачасене чăвашла аталантарма кирлĕ вĕренÿпе меслетлĕх комплекчĕсем тавра иртрĕ. Ларăва пухăннисем вĕренĕвĕн хальхи стандартне тивĕçтерекен программăсене, вĕренÿ хатĕрĕсене тишкерчĕç, вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕсем хатĕрлес ĕçĕн малаллахи çул-йĕрне палăртрĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии