15:50 27 января 2020 г.
2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕн Ишлей вăтам шкулĕнче «ФГОС вăя кĕнĕ тапхăрта тăван чĕлхепе литературăна хальхи технологисемпе вĕрентесси» стажировка иртрĕ.
Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри йĕркелерĕ. Вĕренме килнĕ 27 вĕрентекен хушшинче чăваш тата вырăс шкулĕсенче ĕçлекенсем, Тутар Республикинчен килнĕ тăван (чăваш) чĕлхипе литературине вĕрентекенсем (5 учитель) пулчĕç.
Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă тăван (чăваш) чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑвӑ-юрӑпа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн ӗҫлĕ кун пуҫланчӗ. Стажировкăна килне хăнасем икĕ ушкăна уйрăлса чăваш тата вырăс шкулĕсенче педагогикăра усă куракан тĕрлĕ технологисен мелĕсемпе меслечĕсемпе паллашрĕç: С.П. Гаврилова (Шупашкар районĕ, Ишлей шкулĕ) 8-мĕш класра «Интеллектуаллă вăйă: «Мĕн? Ăҫта? Хăҫан?», А. Ю. Московцева (Шупашкар районĕ, Мăнал шкулĕ) 6-мĕш класра «Александр Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» юптарури персонажсемпе сăнарсем», И.А. Фомина (Шупашкар районĕ, Тренкасси шкулĕ)6-мĕшкласра «Хĕллехи кайăксем», А. В. Ишова (Шупашкар районĕ, Тутаркасси шкулĕ)5-мĕш класра «Çуралнă кун» уçă уроксем ирттерсе хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Александр Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» юптарури персонажсемпе сăнарсем» темăна вĕрентнĕ май Анжела Юрьевна ачасене сăвăлла хайлава – юптарава тĕрлĕ енлĕ вулама вĕрентмелли кăсăклă меле алла илнĕ. Пултаруллă учитель ачасене Александр Галкинăн «Икĕ сăнлă пурнăç» юптаравне «рэп» мелĕпе вуламалли ăслайсене вĕрентрĕ. 6-мĕш класс ачисем хаваслансах юптарăва учитель, артист илемлĕ вулавĕсене итленисĕр пуçне чăваш сăввине «рэп» мелĕпе вуланине итлерĕç, хăйсем те юптрау текстне «рэп» мелĕпе вулама вĕренчĕç.
Альбина Валентиновна 5-мĕш класра «Çуралнă кун» темăпа ирттернĕ урока пĕчĕк проект ĕçĕ çеç мар (хаçат кăларни), класс тата шкул тулашĕнчи ĕç-хĕлре ăнăçлă меслет тесе палăртрĕç.
Ираида Аркадьевна 6-мĕш класс ачасем валли хатĕрленĕ интерактивлă презентаци те, Светлана Петровна 8-мĕш класс ачисем валли тунă интерактивлă вăйă вĕренекенсене çеç мар тăван чĕлхепе литературăнавĕрентекенсене те кăсăклă пулчĕ.
Чăваш республикин Вĕренÿ институчĕн этнокультура вĕрентĕвĕ кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, тăван (чăваш) чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, Ишлей шкулĕн директорĕ Ю.В. Шляхин шкул туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ, шкулан 150 çулхи юбилейне йыхравларĕ.
Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии