10:25 30 марта 2020 г.
Çак кунсенче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ «Чăваш чĕлхи. Республикăн пĕрлехи экзаменĕ» вĕренӳпе меслетлĕх кĕнеки кăларчĕ. Кĕнеке авторĕ – А.С. Егорова, этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин доценчĕ.
Кӗнекере 9-мӗш класс пĕтерекенсене чӑваш чӗлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне хатĕрлеме тӗрлӗ материал пур: изложенипе сочинении çырма, тест ыйтăвĕсене хуравлама вĕрентмелли кăтартусем, малтан пулнă экзаменсен тĕрĕслев материалĕ, экзамена хатĕрленмелли тĕслĕхсем, ăслав сочиненийĕн тĕслĕхĕсем, хаклав критерийĕсем. Таблица формипе хуравсем кĕртнĕ, хатĕрленмелли литература сĕннĕ.
Кĕнекен электрон вариантне «Республикăн пĕрлехи экзаменĕ (Единый республиканский экзамен)» баннерта тата «Наци вĕренĕвĕ (Национальное образование)» баннерăн «Институт кăларнă кĕнекесем» пайĕнче вырнаçтарнă.
Кĕнекепе ачасем экзамена хăйсем тĕллĕн те хатĕрленме пултараççĕ. Пособи çумне панă изложени тексчĕсен аудиофайлĕсене итлесе вара вĕрентекенсĕрех изложени çырма хăнăхаяççĕ.
Хаклă вĕренекенсем! Каникул вăхăтĕнче кĕнекене уçласа илĕр, кĕнекере панă ĕçсен варианчĕсене кашни кун е кун сиктерсе пĕрер тума тăрăшăр. Сывлăхпа çӳрĕр!
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии